Наци проекчĕсенчи тÿрлетÿсене тишкерчĕç
ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи стратеги аталанăвĕ тата проект ĕç-хĕлĕ енĕпе ĕçлекен канашăн паян республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче регионăн наци проекчĕсене пурнăçламалли проекчĕсен тÿрлетÿсем кĕртнĕ паспорчĕсене тишкерсе ырларĕç.
Предпринимательлĕх. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантармалли тата предпринимательсен пуçарулăхне хавхалантармалли нацпроекта пурнăçлама регион шайĕнче тăватă проект хатĕрленĕ. Экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Ананьева вĕсен паспорчĕсемпе паллаштарнă май 2024 çулччен Чăваш Енри предпринимательсен шутне темиçе хут пысăклатмалли тĕллев лартнине çирĕплетрĕ.
Михаил Игнатьева вара чи малтан çĕнĕ ĕç вырăнĕсем кăсăклантараççĕ. Асăннă тапхăрта предпринимательсен патĕнче ĕçлекенсен йышĕ те самай хушăнмалла —188 пин çынпа танлашмалла.
Предпринимательлĕх хуласемшĕн кăна мар, ялсемшĕн те кăтартуллă пулмалла. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ялсенче бизнес сферине, çав шутра фермер ĕçне çĕнĕрен явăçтаракан çынсен шутне 2,6 пинрен ирттерме палăртрĕ.
Экспорт. «Тĕнчери коопераци тата экспорт» нацпроектпа килĕшÿллĕн Чăваш Енĕн 2024 çул вĕçленнĕ тĕле экспортăн çулленхи калăпăшне 46 миллион доллара çитермелле.
Экологи. Çут çанталăк ресурсĕсен министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Александр Ефремов çак çул-йĕрпе палăртнă проектсемпе килĕшÿллĕн пурнăçламалли ĕçсем пирки каланă май Атăла юхтарса кăларакан таса мар каяшсен калăпăшне виçĕ хут чакарассине, вăрмансен каснă лаптăкĕсен вырăнне 100% чухлĕ çĕнĕ вăрмансем лартассине тивĕçтерессине, тасатакан çĕнĕ 13 сооружени тăвассине, ыттине асăнчĕ. Республика пуçлăхĕн вара — пайăр та татăклă ыйтусем: Чăваш Ен темиçе свалкăна тĕп тунă ĕнтĕ, анчах хăçан пурне те хупса пĕтерĕпĕр?
Алекандр Васильевич хальлĕхе республикăра 17 свалка пулнине çирĕплетрĕ, вĕсенчен иккĕшĕ кăна юлмалла — Муркашри тата Çĕнĕ Шупашкарти полигон. Каяшсене тиесе ăсатмалли пунктсем хута кайса пынă май ыттисем хупăнĕç, çак ĕçе 2035 çул тĕлне вĕçлемелле.
Уйрăм ыйту — Шупашкар çумĕнчи Питтукассинчи свалка. Ăна рекультивациленине пĕлетпĕр, çав вырăнпа малашне мĕнле усă курасшăн? Иван Моторин премьер Роспотребнадзор çак территорипе вăл е ку тĕллевпе усă курма чарнине аса илтерчĕ. Тăпрапа хупласа курăк акнă вырăнта аялтан каяшсем çĕрнипе пулакан сиенлĕ газсем тухса тăмĕç-и — кăçаллăха çакна сăнасшăн, терĕ Алексей Ладыков сити-менеджер. Кайран вара — куç курĕ.
Çурт-йĕр. Ку нацпроекта пурнăçламалли проектсем халăхăн уйрăм категорийĕсене пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтерессине кăна мар, пурăнма юрăхсăр çурт-йĕре тĕп тăвассине те палăртаççĕ. Строительство министрĕ Алексей Грищенко 1630 çынна куçармаллине çирĕплетрĕ.
Культура. Кинозалсем те, çĕнĕ культура çурчĕсем те пулĕç, 2023 çулччен тата 6 автоклуб туянма палăртнă — инçетри ялсем те культура айккинче юлмĕç. Кун пирки культура министрĕ Константин Яковлев шантарсах каларĕ. Çийĕнчен виртуаллă 11 концерт залĕ йĕркелеме палăртнă.
Демографи. Сывлăх, спорт пирки сăмах пуçарнине кура спорт министрĕ Михаил Богаратов спортпа туслисен йышĕ ерипен хушăнсах пынине палăртрĕ. Çакăнта, паллах, ЧР Пуçлăхĕ сĕннипе районсемпе хуласенчи ФОКсен ĕç вăхăтне анлăлатни те пĕлтерĕшлĕ — унччен каçхи 6-ччен ĕçленĕскерсен алăкĕсем халь 22 сехетченех уçă. Михаил Игнатьев вара чылай çын пурпĕр кăмăлсăрланни пирки каларĕ, бассейнсене лекейместпĕр теççĕ-мĕн, апла тăк, тен, хайхи спорт комплексĕсене 24 сехетченех ĕçлеттерни те вырăнлă пуль.
Çулсем. Ку енĕпе чăрмавсем пулмалла мар — Çул-йĕр фончĕ кăçал 5 миллиард тенкĕрен те иртет. Çурри — федераци шайĕнчи «Хăрушлăхсăр тата паха çулсем» программа укçи.
Николай КОНОВАЛОВ.
Комментари хушас