Проектсем пурнăçланаççĕ, ĕç вырăнĕсем йĕркеленеççĕ
«Тавах сире çак çула тĕпрен юсама йышăннăшăн, ку тĕллевпе укçа уйăрнăшăн. Пирĕн дачăсем инçех мар вырнаçнă, çав лаптăксене кайса çÿреме кансĕр. Уйрăмах — кĕркуннехи тапхăрта. Малашне кунта яка та тикĕс çул пулсан тата ытларах килсе çÿрĕпĕр», — çапла пĕлтерчĕç Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева Çĕнĕ Шупашкарти Промышленноç урамĕн çывăхĕнче вырнаçнă дачăсен хуçисем.
Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Татьяна Алексеевăн та çак тăрăхра дача пур. Çав лаптăкра вăл çемйипе пахча çимĕç, улма-çырла туса илет. 70 çул урлă каçнăскер шăтăк-путăклă çулпа утма кансĕр пулнине пĕлтерчĕ: сумкăсем тулли чухне — пушшех те. Унăн сăмахĕсене юнашар дачăсен хуçисем те çирĕплетрĕç. Çула юсама пуçланине пĕлсен вĕсем пурте савăннă паллах.
Автомобиль çулĕн çак лаптăкне 30 ытла çул тĕплĕн юсаман. Çав хушăрах ку автоçул республикăри чылай предприятишĕн стратеги пĕлтерĕшлĕ объект пулса тăрать. Йывăр тиевлĕ автотранспорт çак çулпа хăйăр, вак чул, ытти материал турттарать. Çакăнтах пассажирсен маршрут автобусĕ çÿрет. Çĕнĕ Шупашкарти предприятисенче вăй хуракансенчен нумайăшĕ шăпах çав транпортпа ĕçе килет, каялла каять.
«Эпир халăхăн ыйтăвĕсене пурнăçлама тăрăшатпăр», — терĕ дачăсен хуçисене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Вăл паян Çĕнĕ Шупашкарта ĕçлĕ визитпа пулнă май асăннă лаптăка юсас ĕç мĕнле пынипе паллашрĕ. Автомобиль çулĕн Силикат урамĕнчен пуçласа Промышленноç урамĕнчи 4-мĕш çурт таран тăсăлакан лаптăкне «Хăрушлăхсăр тата паха автомобиль çулĕсем» наци проектне пурнăçа кĕртнĕ май юсаççĕ. Регион Пуçлăхĕ 2,4 километр тăршшĕ лаптăка юсамашкăн бюджетран укçа уйăрнине палăртрĕ, автоçулпа юнашарах тротуар пулассине пĕлтерчĕ. Регион Пуçлăхĕ подрядчик ĕçе мĕнле пурнăçланине сăнарĕ. Юсав ĕçĕсем графикпа килĕшÿллĕн пыраççĕ иккен, вĕсене авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче вĕçлемелле.
Михаил Игнатьев ĕнерех Çĕнĕ Шупашкарти «Химпром» тата «Хĕвел» предприятисене çитсе курчĕ. «Химпромра» кальци гипохлоритне туса кăларакан цех ĕçĕпе паллашрĕ. Çак реагента пĕлтĕрхи кĕркунне кăларма пуçланă. Кунашкал производство хальлĕхе Раççейре урăх çук. Кальци гипохлоритне малтан ют çĕршывсенчен кÿрсе килнĕ. Чăваш Енри предприяти кăларакан çĕнĕ материал импортăн пĕтĕмĕшле калăпăшĕн 60% йышăнĕ. Инвестици проекчĕ пурнăçа кĕме тытăннăранпа кунта çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленнĕ.
Хĕвел модулĕсем кăларакан «Хĕвел» заводра пысăк пĕлтерĕшлĕ инвестици проекчĕ пурнăçа кĕрет. Çавна май ĕç тухăçлăхĕ те ÿснĕ. Предприяти Раççейри хĕвел энергетикин рынокĕн паянхи ыйтăвĕсене 50% таран тивĕçтереет. 2019 çулта заводра пысăк технологиллĕ хушма 130 ĕç вырăнĕ йĕркеленнĕ. Кунта çывăх вăхăтра татах çĕнĕ проектсем пурнăçа кĕртме хатĕрленеççĕ. Михаил Игнатьев заводра хăй мĕн курнипе кăмăллă юлчĕ. Унта вăй хуракансене хăйсен ĕç вырăнне хаклама сĕнчĕ.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем...