Комментари хушас

4 Нарăс, 2021

Чăваш Ен транспорт министрĕ Владимир Осипов общество хастарĕсемпе тĕл пулчĕ

Паян Чăваш Республикин Общество палатинче «Министр сехечĕ» регионти проектпа килĕшÿллĕн тĕлпулу иртрĕ. Ку пек мероприятие общество хастарĕсем пухăннă. Вĕсемпе тĕлпулăва пынă республикăн транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Осипов çул-йĕр хуçалăхне çитес тăватă çулта епле аталантарма палăртни çинчен каласа кăтартрĕ.

Сăмахран, çул çинче инкексем пулса иртекен вырăнсене çеç мар, аварисенче вилекенсен шутне те чакарасшăн. Çапла тума çул-йĕре кирлĕ пек юсаса, тивĕçлипе тытса тăрсан çеç май килĕ.

Шупашкарти аэропорта кăçал юсама палăртни, Чăваш Ен тĕп хулинчен çĕнĕ авиамаршрутсем уçăлассине те (кун пирки «Хыпар» издательство çурчĕн хыпарсен служби маларах пĕлтернĕччĕ) аса илтерчĕ министр.

Общество палатине пухăннă хастарсене «АвтоВас» хăйĕн харпăрлăхĕнчи автовокзалсемпе 17 диспетчер пункчĕ валли çĕнĕ хуçана шырани мĕнпе вĕçленме пултарасси самай калаçтарчĕ. «Министерствăн план пур-и? Куçăм тапхăрĕнче лару-тăрăва кам йĕркелесе тăрĕ?» — кăсăкланчĕç пухăннисем. Министр ĕнентернĕ тăрăх, вокзалсемпе диспетчер пункчĕсене хупса хумĕç. Бизнес пĕр алăран теприне куçĕ — çавă çеç. Хальлĕхе вокзалсен çĕнĕ хуçи пулма хатĕррисем 5 оператор тупăннă та ĕнтĕ. Çавна май нимле йывăрлăх та пулмĕ.

Тĕлпулура ытти ыйтăва та хускатрĕç. Вĕсенчен самай пайĕ Шупашкар хулипе çыхăннă. 

«Министр сехечĕ» пирки тĕплĕнрех — «Хыпар» хаçатăн çитес номерĕнче.

www.hypar.ru

Вера ЭВЕРККИ. Автор сăн ÿкерчĕкĕсемпе видеовĕ. 
 

Теги: