Комментари хушас

11 Чÿк, 2019

Эмел хакĕсене тĕрĕслесе тăрĕç

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура эмел препарачĕсен хакĕсен мониторингĕн кăтартăвĕсемпе сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Виктров паллаштарчĕ.

Вăл пĕлтернĕ тăрăх, республикăра суту-илÿре усă куракан хушма хаксен пайĕ Атăлçи округĕнче чи пĕчĕкки. Пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ медицина препарачĕсем тĕлĕшпе суту-илÿ организацийĕсем вăтамран 21% танлашкан хушăмпа усă кураççĕ. Çак виçе Раççейри вăтам хушăмран 2% пĕчĕкрех. Апла пулин те Чăваш Ен Ертÿçи Михаил Игнатьев çитменлĕхсем асăрхарĕ. Эмелсен хакĕн ÿсĕмĕ инфляци кăтартăвĕнчен пысăкраххи сисчĕвлентерет:

Эмел суту-илĕвĕ — питĕ тупăшлă бизнес. Анчах хаксен 107-108% танлашакан ÿсĕмĕ пулмалла мар. Халь çак сферăра конкуренци пысăк — витĕм кÿме пулать. Хăшĕсем ют çĕршывсенче туса кăларнă эмелсене ытларах сутасшăн — вĕсем хаклăраххине кура услам пысăкрах. Çавăнпа хамăр çĕршывра туса кăларнă препаратсене, йÿнĕрехскерсене, кÿмеççĕ. Эсир — вице-премьер, тĕрĕслĕр, çирĕп йышăнусем тăвăр. Йĕркене пăсакан аптекăсем пулсан вĕсене хупас енĕпе мерăсем йышăнăр, — терĕ Михаил Васильевич республикăн «тĕп тухтăрне».

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. 

Рубрика: