Эмел хакĕсене тĕрĕслесе тăрĕç
Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура эмел препарачĕсен хакĕсен мониторингĕн кăтартăвĕсемпе сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Виктров паллаштарчĕ.
Вăл пĕлтернĕ тăрăх, республикăра суту-илÿре усă куракан хушма хаксен пайĕ Атăлçи округĕнче чи пĕчĕкки. Пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ медицина препарачĕсем тĕлĕшпе суту-илÿ организацийĕсем вăтамран 21% танлашкан хушăмпа усă кураççĕ. Çак виçе Раççейри вăтам хушăмран 2% пĕчĕкрех. Апла пулин те Чăваш Ен Ертÿçи Михаил Игнатьев çитменлĕхсем асăрхарĕ. Эмелсен хакĕн ÿсĕмĕ инфляци кăтартăвĕнчен пысăкраххи сисчĕвлентерет:
— Эмел суту-илĕвĕ — питĕ тупăшлă бизнес. Анчах хаксен 107-108% танлашакан ÿсĕмĕ пулмалла мар. Халь çак сферăра конкуренци пысăк — витĕм кÿме пулать. Хăшĕсем ют çĕршывсенче туса кăларнă эмелсене ытларах сутасшăн — вĕсем хаклăраххине кура услам пысăкрах. Çавăнпа хамăр çĕршывра туса кăларнă препаратсене, йÿнĕрехскерсене, кÿмеççĕ. Эсир — вице-премьер, тĕрĕслĕр, çирĕп йышăнусем тăвăр. Йĕркене пăсакан аптекăсем пулсан вĕсене хупас енĕпе мерăсем йышăнăр, — терĕ Михаил Васильевич республикăн «тĕп тухтăрне».
Николай КОНОВАЛОВ.