Сĕт мĕн хак?
Утă уйăхĕн 9-мĕшĕ тĕлне республикăра 1 л сĕте вăтамран 15-16 тенкĕпе йышăннă. Чи пысăк хак — Шупашкар районĕнче. Ку тăрăхри В. Алексан¬дров пайтаçă ял çыннине 1 л сĕтшĕн 19 тенкĕ панă. В. Петров вара — 18 тенкĕ. Пăрачкав районĕнче чĕр тавара халăхран 16-17 тенкĕпе /1 л\ туяннă. Комсомольски тăрăхĕнчи «Урожай» колхоз та çак хакпах илнĕ. Çав хушăрах ыттисен вăл темшĕн 15-16 тенкĕрен иртмен. Улатăр районĕнчи Р. Янтыков фермер вара 18 тенкĕпе йышăннă. Çĕрпÿ тăрăхĕнче хушма хуçалăхсенчен 10 пайтаçă сĕт пуçтарать темелле. Анчах темшĕн пурин те пĕр хак — 15 тенкĕ.