Пĕрлехи транспорт картти хакланĕ

2 Пуш, 2017

Тĕрĕсрех каласан, унчченхи хака çитĕ. Аса илтерер, Шупашкарти троллейбус-автобусра, пассажирсене илсе çÿрекен ытти транспортра унпа тÿлесен тÿрех 4 тенкĕ перекетлеме май килет.

Хула çум тата хулапа хула хушшинчи маршрутпа çÿрекенсемшĕн те "электрон енчĕк" аванрах: унпа татăлсан çул укçи йÿнĕрех ларать. Пĕрлехи транспорт карттине халăх туянтăр тесе иртнĕ уйăхра унăн хакне унчченхи 100 тенкĕрен 70 тенке хăварнăччĕ. Халăх йышлă туяннине кура "ЕТК" общество акцие пуш уйăхĕн 7-мĕшĕччен тăсма йышăннă. Кун пирки "ЕТК" сайтĕнче нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче хыпарланă.

Халăх антăхса каясла туянакан çак япала юлашки вăхăтра, чăн та, дефицит тавара çаврăнчĕ. Перекет банкĕн филиалĕсенче те, Почтăн хăш-пĕр уйрăмĕнче те, троллейбус управленийĕн диспетчер пунктĕнче те, "ЕТК" тулли мар яваплă обществăра хăйĕнче те сутсан та пĕрре çитсе карттăпа таврăнакан сахал. Хам та, сăмах май, тăваттă кайса та туянаймарăм: сутуçисем яланах карттă пĕтнине пĕлтереççĕ. Мĕнех, тепĕр пиллĕк кунта тупса илме тăрăшар...

Рубрика: 

Комментари хушас