Ачасене тимлĕх кирлĕ

Министрсен Кабинечĕн паянхи ларăвне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кун йĕркинче пăхман ыйтуран, Канаш районĕнче пулнă инкекрен, пуçларĕ. Унта пĕр уйăх та ултă кунри пĕчĕк ача пурнăçĕ татăлнă.

Тивĕçлĕ органсем ĕç-пуçа уçăмлатĕç-ха, хальлĕхе вара, сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов пĕлтернĕ тăрăх, çакă паллă: инкек ытларикун Мăкăр ялĕнче пулнă. Пĕчĕк икĕ ачаллă йĕркеллĕ çемье. Çемье пуçĕ ĕçлет, мăшăрĕ ача пăхмалли отпускра.

Юпа уйăхĕн 22-мĕшĕнче хĕрарăм нумаях пулмасть çуралнă пепкене иккĕри ачипе пÿртре хăварса самантлăха кăна урама тухнă. Каялла кĕнĕ те — пĕчĕкскерĕн сăпка-кравачĕ çунать! Ÿчĕ пиçнĕ ачана çийĕнчех больницăна ăсатнă, анчах — пурнăçне çăлса хăварма май килмен…

Владимир Николаевич кăçал республикăра тулашри сăлтавсене пула çул çитмен 30 ача пурнăçĕ татăлни çинчен пĕлтерчĕ — «шкулти тулли пĕр класс…» Çавна май Михаил Игнатьев ашшĕ-амăшне, çитĕннисене сыхлăх пирки самантлăха та манма юраманнине аса илтерсех тăмалли пирки асăрхаттарчĕ. Кунашкал инкексем пулмалла мар.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. 

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас