Каяш тарифĕсем пĕчĕкленеççĕ

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян иртнĕ канашлура Тариф службин ертÿçи Марина Кадилова коммуналлă хытă каяшсен ыйтăвĕпе сăмах илчĕ.

Кăмăллă хыпар: граждансем каяшсемшĕн тÿлемелли тарифсем кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пĕчĕкленеççĕ. Каяшсен çын пуçне тивекен нормативĕсене чакарнă — çавăнпа сахалрах тÿлемелле пулĕ. Çитес çулăн пĕрремĕш çурринче ялта пурăнакансен çын пуçне 49,72 тенкĕ тÿлемелле пулĕ. Утă уйăхĕнчен виçе пысăкланать — 60,6 тенкĕ. Хула çыннисен те сахалрах тăкакланмалла пулĕ: кăрлачăн 1-мĕшĕнчен тытăнса — 60,8 тенкĕ, иккĕмĕш çур çулта — 73 тенкĕрен кăшт кăна пысăкрах.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. 

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас