Эпир сирĕн хаçата 15 çула яхăн çырăнса илетпĕр. Килнĕ кунах вуласа тишкерсе тухатăп. 70 çула çитрĕм пулин те юратса вулатăп. Халĕ хама хумхантаракан ыйтăва çыратăп.
Пĕччен ларнă май иртнĕ кунсем аса килеççĕ. Эпир иккĕмĕш мăшăрпа пĕр ялти, пĕр урамри юнашар çуртсенче выляса çитĕнтĕмĕр. Иксĕмĕр те çемье çавăртăмăр. Анчах телей нумая тăсăлмарĕ. Мăшăрсем пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕç. Эпир, 4-шар ачапа юлнăскерсем, пĕрле пурăнма шухăшларăмăр. Ывăл-хĕре хамăрпа пĕрле ĕçлеме хăнăхтартăмăр, вăрман касма илсе кайрăмăр. Ара, икĕ пÿрте ăшăтмалла-çке. Газ кĕртсен пысăк кăмакана пăсса пĕчĕкреххине тăвас терĕмĕр. Упăшка хăех ĕçе пуçăнчĕ. Каннă вăхăтра вăл, эрех сыпкаланăскер, купăс каларĕ, эпĕ юрларăм.
Нарăсăн 21-мĕшĕнче пирĕн ял тăрăхĕнче пуху иртрĕ. Ишек, Кипеккасси, Хура Çырма ялĕсенче пурăнакансем культурăпа вĕрентÿ центрне пуçтарăнчĕç. Халăх нумаях марччĕ.
«Çамрăксен хаçатĕнче» хусахсем пирки час-часах çыраççĕ. Пĕррехинче эпĕ те кÿршĕ Ваçука авлантарас тесе редакцие шăнкăравласшăнччĕ. Тен, çемье çавăрсан ăна ăс кĕрĕ? «Арăмне мĕншĕн манăн тупмалла? Хăй шыратăр. Ăнăçмасан — тупкăчине çупкăчи...», — мĕлтлетрĕ пуçра шухăш, вара редакцие чăрмантармарăм.
"Виçĕ кунра 428 СМС-çыру..." статьяна вуласа тухнă хыççăн шухăша кайрăм. Чăннипех те, тĕлĕнмелли нумай. Надежда, юлташна тав сăмахĕ каламалла. Вăл сана йăнăш утăм тăвасран çăлса хăварчĕ вĕт. Ху та маттур, йăлтах ăнланса илнĕ. Мăшăрна, ачусене савса пурăн. Качча кайнă пулсан мĕн туса ларатăн-ха Интернетра, мĕншĕн тĕлпулусем шыратăн? "Виртуаллă тĕнчере йĕркеллĕ çынсем çук" тенипе килĕшместĕп, унта та лайăххисене тĕл пулатăн. Кÿршĕ ялти пĕр хĕр çавăн пек паллашса питĕ лайăх çынна качча кайрĕ. Икĕ ача пăхса çитĕнтереççĕ халĕ.