Комментари хушас

19 Раштав, 2019

Кивçен илсе ĕçеççĕ

Эпир сирĕн хаçата 15 çула яхăн çырăнса илетпĕр. Килнĕ кунах вуласа тишкерсе тухатăп. 70 çула çитрĕм пулин те юратса вулатăп. Халĕ хама хумхантаракан ыйтăва çыратăп.
Районсенче кивçен укçа паракан организацисем уçса тултарчĕç. Кредит сăмах мана тамăка янăнах туйăнать. 2-3 уйăхлăха е çур çуллăха пурне те укçа параççĕ. Çынсем мухмăрла-и, эрех илсе ĕçес килет-и — каяççĕ те укçа илеççĕ. Ĕçлеме кайсан тÿлетĕп тесе шантараççĕ. Анчах е унта каясси пулмасть, е пушă кĕсьепе таврăнаççĕ. Кивçен микрозайм панă чухне организаци специалисчĕсем арăмĕнчен, ашшĕ-амăшĕнчен мĕншĕн шăнкăравласа нимĕн те ыйтса пĕлмеççĕ? Кайран, çынни тÿлеймесен, пуçлаççĕ тăван-пĕтенĕ патне шăнкăравласа чуна илме! Кивçен паракансен ĕç пырать, процентсем «тумлаççĕ», эпир макăрса ларатпăр. Вăкăр е тына сутса кивçене тÿлетпĕр.
Кун пекки Элĕк районĕнче кăна мар, ытти çĕрте те пулса иртет ĕнтĕ. 2019 çулта 40 пине яхăн тенкĕ тÿлерĕмĕр. Нумаях пулмасть шăнкăравларĕç, тата 23 пин тенкĕ памалла терĕç. Унтанпа 25 пине те çитрĕ пуль.
Ачисем вĕренеççĕ, вĕсене те укçа кирлĕ, кивçене те памалла… Вăт çавнашкал пурнăç.

Л.ИВАНОВА.
Элĕк районĕ.

Вулакан çырăвне РФ Тĕп банкĕн Атăлпа Вятка тĕп управленийĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ хуравлать:
Финанс организацийĕсем кивçен кама парассине хăйсем тĕллĕн татса параççĕ, унччен кивçен илес текен укçа-тенкĕ енчен мĕнле лару-тăрура пурăннине ыйтса пĕлеççĕ. Çынна вăл мĕнлине кура уйăрса укçа пама чарма ирĕк çук.
Микрофинанс организацийĕсем /МФО/ банксем пекех финанс рынокне хутшăнаççĕ. Вĕсем çĕршывăн чи аякри кĕтесĕсенче те, банксем ĕçлемен çĕрте, вырнаçнă. Кивçен парассине хăвăрт татса параççĕ. Яланхи тупăш çук тăк е кредит историйĕ япăх чухне банксем кивçен памасан та пултараççĕ, МФОсем вара кун пек чухне те çынна пулăшма хатĕр. Укçа-тенке тĕрĕс планлама пĕлсен МФОра кивçен илни хăрушă мар.
Раççей Банкĕн пуçарăвĕпе килĕшÿллĕн кăçал саккунра улшăнусем кĕртрĕç: çулталăклăха кивçен илнĕ пулсан тавăрса памалли хисеп çав суммăран 2 хут ытларах пулмалла мар /2020 çултан — 1,5 хут/. Тĕслĕхрен, 10 пин тенкĕ займ илнĕ тĕк унран 30 пин тенкĕрен ытлашши шыраса илмĕç: 10 пинĕ — тĕп парăм, 20 пинĕ — процентсем, вăхăтра тÿлеменшĕн тытса юлни, ыттисем. Кунсăр пуçне пĕр харăсах тепĕр çĕнĕлĕх пурнăçа кĕчĕ: 1 кунра процент ставки 1% ÿсмелле мар. Асăрхăр: кун пирки заемщик алă пусакан килĕшÿре 1-мĕш страницăра çыраççĕ.
Кивçене тÿлес тĕлĕшпе хăрушлăха чакарас тĕллевпе банксемпе МФОсен клиентăн парăм йывăрăшĕн кăтартăвне /показатель долговой нагрузки /ПДН/ шутлаççĕ /10 пин тенкĕрен ытларах илнĕ чухне/. Унта уйăхри вăтам тупăша, пĕтĕм кредитсемпе кивçенсене тÿлесен мĕн чухлĕ укçа юлнине шута илеççĕ. ПДН 50% ытларах пулсан та кредита е займа памасăр тăмаççĕ. Ун пек клиентсем тĕлĕшпе банксемпе МФОсен хăйсен укçине саппас ытларах хатĕрлеççĕ. Çавна пула займ хакĕ ÿсме пултарать.
Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.