Комментари хушас

28 Утă, 2016

Çын сăмахĕнчен хăранипе авланаймасть

«Çамрăксен хаçатĕнче» хусахсем пирки час-часах çыраççĕ. Пĕррехинче эпĕ те кÿршĕ Ваçука авлантарас тесе редакцие шăнкăравласшăнччĕ. Тен, çемье çавăрсан ăна ăс кĕрĕ? «Арăмне мĕншĕн манăн тупмалла? Хăй шыратăр. Ăнăçмасан — тупкăчине çупкăчи...», — мĕлтлетрĕ пуçра шухăш, вара редакцие чăрмантармарăм. Кандидат пур-ха, анчах ниепле те пĕр-пĕрин патне çул тупаймаççĕ вĕсем.

Ваçук 50 çула çывхарать ĕнтĕ. Çемьеленмен пулин те унăн пурнăçĕнче те юрату пулнах. Çамрăк чухне вăл хăйĕнчен икĕ çул кĕçĕн чиперккене савнă. Вĕсем кÿршĕллĕ пурăннă, юратăвĕ вара курайманлăхран çуралнă. Пирĕн пахча хыçĕнче пысăках мар уçланкă пур. Çуллахи вăхăтра унта кашниех утă çулать. Пĕррехинче Ваçук сурăхĕсене тăрантарма шухăшланă. Алла çава тытнă çеç — Маюк чупса пынă. «Эсĕ пирĕн курăка мĕншĕн çулатăн?» — кăшкăрашнă хайхискер. Ваçук çухалса кайнă. «Ара, курăк мĕнле вĕсен пулаять? Вăл пурин те мар-и?» — çапла шухăшланă каччă нимĕн чĕнмен. Çĕр лаптăкне пайлайманшăн каччă Маюка тавăрма тĕллев тытнă. Çав каçах çак вырăна тракторпа çулнă. Хĕрĕ те çухалса кайман: тепĕр кунхине унта курăк акнă. Пĕр вăхăт пĕр-пĕрне кураймасăр кÿренсе пурăннă вĕсем. Ваçук Маюка инкекрен хăтарман тăк нимĕн те улшăнмĕччĕ… Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.