Комментари хушас

28 Юпа, 2019

Купăспа юрласа кăмака хăпартрăмăр

Пĕччен ларнă май иртнĕ кунсем аса килеççĕ. Эпир иккĕмĕш мăшăрпа пĕр ялти, пĕр урамри юнашар çуртсенче выляса çитĕнтĕмĕр. Иксĕмĕр те çемье çавăртăмăр. Анчах телей нумая тăсăлмарĕ. Мăшăрсем пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕç. Эпир, 4-шар ачапа юлнăскерсем, пĕрле пурăнма шухăшларăмăр. Ывăл-хĕре хамăрпа пĕрле ĕçлеме хăнăхтартăмăр, вăрман касма илсе кайрăмăр. Ара, икĕ пÿрте ăшăтмалла-çке. Газ кĕртсен пысăк кăмакана пăсса пĕчĕкреххине тăвас терĕмĕр. Упăшка хăех ĕçе пуçăнчĕ. Каннă вăхăтра вăл, эрех сыпкаланăскер, купăс каларĕ, эпĕ юрларăм. Çав вăхăтра ывăлпа кĕрÿ килсе кĕчĕç. «Музыкальнăй» кăмака пулать», — терĕç пире курсан. Вĕсем мăрье кăларма мачча çине хăпарса кайрĕç. Кăмакана «çурăмăр» та çывăрма выртрăмăр.
Ир тăрсан тин çÿлти юшкăна лартса хăварманнине ăнланса илтĕмĕр. «Вăт, чăнах, юрă-кĕвĕллĕ кăмака пулчĕ», — тетпĕр хамăр. Ун чухне ачасемпе пĕрлех култăмăр.
«Эпĕ таврăннă çĕре тăм хатĕрлесе хур — юшкă лартас пулать», — терĕ мăшăрăм ĕçе тухса кайнă чухне.
Пурăна киле упăшкан юнашар яла юлташĕ патне кăмака тума каймалла пулчĕ. «Сире мĕнле кăмака туса памалла: сĕрĕм кăлараканнине-и е «юрă-кĕвĕллине-и?» — ыйтнă хайхискер кил хуçинчен. Сĕрĕм кăлараканни çинчен илтнĕ-ха вăл, «музыкальнăй» пирки пĕлмест иккен. Каласа кăтартсан пурте тăраничченех кулнă. Кайран вара йĕркеллинех купаласа хăварнă.
Газ кĕртсен те кăмакана пăсмарăмăр эпир. Мăшăрăм пурăннă чухне усă та кураттăм. Лартăр хам виличчен: кирлĕ кунра кирлĕ пулĕ.
Мăшăрăм ачасене кăмака тума вĕрентсе хăварасшăнччĕ. Шел, ĕлкĕреймерĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Г.НИКОЛАЕВА.
Йĕпреç районĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.