Шута илме

20 Çу, 2020

Пыл хурчĕсене упрар

Çурхи-çуллахи тапхăрта аграрисем ÿсен-тăрана сăтăрçăсенчен, чир-чĕртен сыхлама им-çампа усă кураççĕ. Анчах ăна виçесĕр сапни усăллă хурт-кăпшанкăшăн хăрушлăх кăларса тăратать.

20 Çу, 2020

Çамрăксем яла туртăнаççĕ

Хĕрлĕ Чутай районĕнче ял хуçалăх отраслĕн тĕревĕ — «Коминтерн» ЯХПК. Вăл аталану çулĕпе çирĕп утать.
ЯХПКра выльăх-чĕрлĕх йышлă усраççĕ: сысна — 2 пин, мăйракаллă шултра выльăх 1800 пуç. Çав шутра сăвăнаканнисем — 600 ĕне. Кĕтÿ татах пысăкланмалла. Юлашки çулсенче ЯХПКра инвестици проектне хута кĕртессипе — ĕне выльăх комплексне тăвассипе — ĕçлеççĕ.

27 Раштав, 2019

Кивĕ сăн ÿкерчĕке çĕнетме – «Хыпара»

Кашни килтех кивĕ сăн ÿкерчĕксем пур. Паянхи технологисен саманинче вĕсене çĕнетме пулать. Эпир сире вĕсене упраса хăварма пулăшăпăр.

Pages