Шута илме

27 Кăрлач, 2016

СЫВЛĂШ ПӲЛĔНСЕН

Чĕре аптратнине пула сывлăш пӳлĕнсен çĕрулми çеçкин настойкипе сипленме пулать. Пуш-ака уйăхĕсенче пухнă çеçкене кăштах типĕтмелле, тӳмелле, 0,5 литр банкине çурри таран тултармалла, хĕрринченех шурă эрех хушмалла. Сулхăнрах вырăнта 10 кун лартмалла, сăрăхтармалла.

Сиплеве схемăпа ирттермелле: пĕрремĕш кун - ирхине, кăнтăрла, каçхине 1-ер тумлам, иккĕмĕш кун - 2-шер тумлам, виççĕмĕш кун 3-шер тумлам ĕçмелле.

27 Кăрлач, 2016

ФИНИК ПУРНĂÇА ТĂСАТЬ

Финик - тĕлĕнмелле çимĕç, ăна мĕн авалтанпах тĕрлĕ халăх сывлăха çирĕплетме, пурнăçа тăсма пултарнăшăн пысăка хурса хакланă. Вăл вăй-хал хушать, çавăнпа ăна космонавтсем уйрăмах килĕштереççĕ.

Кали нумаййине кура финик чĕрене çирĕплетет, пĕвере, пÿресене сывалма пулăшать, йÿçек-сĕлтĕ шайлашăвне йĕркене кĕртет, иммунитета лайăхлатать. Унăн апат чĕлкемĕсем онкологи чирĕсен хăрушлăхне чакараççĕ.

20 Кăрлач, 2016

ПУÇ МИМИШĔН УЙРĂМАХ ПАХА

Этем организмĕ куллен-кун ватăлса пырать. Апатлану енĕпе ĕçлекен специалистсем вара çак пулăма вăрахлатма рациона пуç мимин ĕçне лайăхлатакан тата çивĕч ăс-тăна упракан çимĕçсемпе шĕвексем кĕртни пулăшать тесе çирĕплетеççĕ.

Кофеин

Вăл пире хастарлăха ÿстерме, тимлĕхе вăйлатма пулăшать. Çак япала кофĕре, шăккалатра, чейре, энерги шĕвекĕсенче, хăш-пĕр эмелре пур. Анчах унăн витĕмĕ нумая пымасть. Тата çак шĕвексене нумай ĕçмелле мар, мĕншĕн тесен кофеин вĕчĕрхенÿлĕх, пăлханулăх, чĕре таппи, ыйхă пăсăлнин сăлтавĕ пулма пултарать.

13 Кăрлач, 2016

МĔНШĔН СĔЛЕКЕ ЮХАТЬ?

Пĕчĕк ачасем кирек мĕнле япалана та çăвара хыпса пăхасшăн. Инфекцирен вĕсене сĕлеке хÿтĕлет.

Ачасемшĕн сĕлеке пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл кăкăр сĕтĕнчен хытă апат çине куçма пулăшать, ăна нÿретет, çемçетет. Унсăр пуçне сĕлекере крахмала ирĕлтерсе ăна сахăра куçаракан ферментсем пур. Ку апата çăтассине кăна мар, вăл хырăмлăхра ирĕлессине те çăмăллатать.

30 Раштав, 2015

КĂШТАХ ЧАКАРСАН ЮРАТЬ

Апат тăтăш тата нумай çиес килсен аппетита чакарма çăмăл мар. Çапах та килти хăш-пĕр мелпе усă курсан витĕм пулатех. Эмел курăкĕсем пулăшма пултараççĕ.

  • Сĕтлĕ тал пиçен /расторопша/ ку тĕлĕшпе уйрăмах хăватлă. Типĕтнĕ вăррин порошокĕ апат çиес килнине ирттерет, пĕвер ĕçне лайăхлатать, япаласен ылмашăнăвне хăвăртлатать. Кунне 2-3 хут апат умĕн 1-ер чей кашăкĕ настойкăна шывпа сыпса ĕçмелле. Курс - 1 уйăх. Икĕ эрне тăхтанă хыççăн тепĕр курс ирттерме юрать.

Сăмах май, сĕтлĕ тал пиçен вар-хырăма кăштах çемçетекен витĕм кÿрет.

Pages