Патшалăх награди шутланмасть

Манăн «Совет Çарĕн отличникĕ» паллă пур. Çавна май «Ĕç ветеранĕ» ята илме пултаратăп-и?

М.СМИРНОВ, Вăрнар районĕ.

Чăваш Республикинчи Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх — федерацин «Ветерансем çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн 2016 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен «Ĕç ветеранĕ» удостоверени пуррисене; СССР е Раççей Федерацийĕн медалĕсемпе орденĕсене, хисеплĕ ячĕсене тивĕçнисене; РФ Президенчĕн Хисеп хучĕпе е Тавĕпе чысланисене; ĕçри /службăри/ тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата вăл е ку сферăра /экономика отраслĕнче/ 15 çултан кая мар тăрăшнăшăн ведомствăн уйрăмлăх паллисене тивĕçнисене тата пенси çирĕплетмелĕх стаж /арçынсен — 25 çултан, хĕрарăмсен — 20 çултан кая мар/ пуррисене; Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче ачаллах ĕçлеме пуçланисене /арçынсен ĕç стажĕ — 40 çултан кая мар, хĕрарăмсен 35 çултан кая мар пулсан/ ĕç ветеранĕсен шутне кĕртеççĕ.

Федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсем /вĕсен ĕç- хĕлне РФ Правительстви йĕркелесе пырать/ «Ĕç ветеранĕ» ята илме ирĕк паракан ведомствăн уйрăмлăх паллисене çирĕплетесси çинчен калакан положенипе килĕшÿллĕн хăш паллăпа хисеплĕ ят парассине хăйсем палăртаççĕ. Çавăн пекех 2016 çулхи çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне тава тивĕçлĕ ĕçшĕн уйрăмлăх паллисене тивĕçнисене СССР, РСФСР, Раççей Федерацийĕн патшалăх влаç органĕсен ведомство паллисен ЧР Министрсен Кабинечĕ 2005 çулхи авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче çирĕплетнĕ йышăнăвне тĕпе хунă списокпа тата йĕркепе килĕшÿллĕн «Ĕç ветеранĕ» ята параççĕ.

«Совет Çарĕн отличникĕ» паллă патшалăх е СССР, РСФСР, Раççей Федерацийĕн патшалăх влаç органĕсен ведомство награди шутланмасть. Çавна май вăл «Ĕç ветеранĕ» ята памалли сăлтав пулма пултараймасть.

 

Валентина БАГАДЕРОВА хатĕрленĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.