Комментари хушас

Республикăри Салтак амăшĕсен комитечĕн хальхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарсах тăратăр. Общество организацийĕ çинчен тĕплĕнрех çырса кăтартсамăр. Хастар хĕрарăмсем Чечня Республикине те çул хывнăччĕ. Мĕнле шухăш-кăмăлпа пурăннă-ши ун чухне вĕсем? Амăшĕсен аса илĕвне пичетлеймĕр-ши?

Светлана ИВАНОВА.

Архиври аса илÿ

1995-2002 çулсенче Салтак амăшĕсен комитетне ертсе пынă Надежда Котьковăпа Чăваш Республикинчи хальхи истори архивне ятарласах çитсе килтĕмĕр. Хăй вăхăтĕнче вĕсем Чечняра пуç хунисен ячĕпе альбом хатĕрленĕ. Мария Лаптева вăл е ку салтакпа, офицерпа çыхăннă хыпарсене пĕр çĕре пуçтарма тăрăшнă. Эпĕ те студент чухне Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Дания Мухамедовăна хĕсметрен кĕтсе илеймен ывăлĕ Ильмир Закиров çинчен каласа кăтартма ыйтнăччĕ. «4200 грамм çуратса 3500 грамм пытартăм» ятлă манăн статья та çакăнта вырăн тупнă. Çавнашкалах ĕçтешсем çырнине чуна хытарса тепĕр хут вуларăм. Куççуль витĕр çырăннă йĕркесем историн пĕр тапхăрне сăнлаççĕ. Надежда Васильевнăн аса илĕвĕ вĕçĕ-хĕррисĕр. Сăн ÿкерчĕксем пулни-иртнине куç умне кăларма пулăшаççĕ. Акă арçын тивĕçне пурнăçласа пуç хунă салтака ялĕпех юлашки çула ăсатаççĕ. Альбина Сарри вăрçа хирĕç юрлани сăнланса юлнă. Шупашкарти Çĕнтерÿ паркĕнче Чечня Республикинчи хирĕç-тăрура вилнисен ячĕпе палăк уçни — историе юлнă тепĕр пулăм.

Салтак амăшĕсен комитечĕн малтанхи йышĕнчен хăшĕ-пĕри çут тĕнчерен уйрăлнă. Вĕсене вут-çулăм витĕр пĕрле тухнисем Яков Гавриловичпа Надежда Васильевнăн килĕнче пуçтарăнсан ăшшăн аса илчĕç. Тĕслĕхрен, Надежда Ванинăпа Лидия Уткина медсестрасем комитет ĕçне хăйсен тÿпине хывнă.

«Курăнман çын мар пулĕ те?»

Общество организацийĕ çула тухмассерен хĕсметри салтаксем валли гуманитари пулăшăвĕ илсе кайнă. Амăшĕсенчен кашнинех тĕпренчĕкне ыталаса илес килнĕ ĕнтĕ ун чухне. Анчах ма-шинăра пурин валли вырăн пулман. Çавăнпах апат-çимĕç, япала пуçтарас тĕлĕшпе чи хастарри-семшĕн кăна Чечняна çул уçăлнă. Ку ĕçре те амăшĕн вĕçĕ-хĕррисĕр ăшăлăхне, юратăвне, ырă кăмăлне, яваплăхне, хастарлăхне кăтартнă лара-тăра пĕлмен хĕрарăмсем.

Ун чухнехи ĕç-пуçа Светлана Ерофеева çакнашкал аса илет: «Эпĕ ывăлтан çур çул ытла çыру илменччĕ. Çар комиссариачĕпе çыхăнни те лару-тăрăва уçăмлатмарĕ. Чуна пусармашкăн ытти хĕрарăмпа пĕрле республикăри Салтак амăшĕсен комитетне çул тытрăм. Надежда Васильевна гуманитари пулăшăвĕ пуçтармашкăн çуралнă тăрăха — Хĕрлĕ Чутай районне — кайма сĕнчĕ. Ун чухне шăпах пахча çимĕç пуçтарса кĕртнĕччĕ. Эпĕ тÿрех район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Орлов патне кĕтĕм. Вăл каланипе Чечняри салтаксем валли районта гуманитари пулăшăвĕ пуçтарни çинчен вырăнти радиопа пĕлтерчĕç.

Мучикассине киле кайнă чухне Тралькасси культура çурчĕн пуçлăхне Галина Андреевăна тĕл пултăм. Эпĕ мĕн çăмăлпа çÿренине илтнĕ вăл. Хайхискер лаша кÿлсе ял тăрăх кайма сĕнчĕ. Мана та килĕшрĕ унăн шухăшĕ. Лаша килнине курсан çынсем килĕсенчен кучченеç илсе тухма пуçларĕç. Çĕр улми, купăста, кишĕр, хĕрлĕ кăшман, сухан, çăнăх, супăнь... хучĕç вĕсем урапа çине. Тиеве Мучикассинчи Волковсен тĕлне темиçе хут кайса пушатрăмăр. Районти «Агроснаб» пуçлăхĕ Николай Артемьев япаласене Шупашкара çитермешкĕн транспорт уйăрчĕ. Унсăр пуçне райпо лавккинчен миххи-миххипе çăнăх, сахăр, пăрçа, кĕрпе... парса ячĕç. Сăмах май, юнашар ялтисем те хутшăнчĕç ку ĕçе.

Хамăр ялта çынсем мана ăсатмашкăн пуçтарăнса тăнă. Ытла йышлă та — аякран пăхсан туй халăхĕ теме те пулать. Арçынсем михĕсене машинăна тиеме пикенчĕç. «Светлана, хăв та кайса килме тăрăш. Вовăна курсан пирĕнтен салам кала», — ыталарĕ анне. Ун хыççăн пурте — çывăх çынсем, тăвансем, пĕлĕшсем — ыталаса сăмах каларĕç. Шупашкара килме тухсан машина тĕкĕрĕнчен пăх-рăм та мана ăсатакан ватăсем чĕркуçленсе кĕлĕ тунине асăрхарăм. «Унашкаллине нихăçан та курман», — тĕлĕннĕччĕ водитель те». Ун чухне Светлана Ерофеева Çурçĕр Кавказа чиперех кайса килнĕ. Моздокри казармăра çĕрле салтаксене хуппипе çĕр улми пĕçерсе çитернĕ. Ывăлĕ çара кайиччен пуçтарнă кăмпапа пурне те хăналанă.

Хĕрарăм Чечня Республикинче тăватă хутчен пулнă. Юлашкинчен амăшĕ хĕсметрен таврăнакан ывăлне илме кайнă. Çул тăршшĕпех кĕлĕ вуланă вăл. «Тен, çавăнпах чикĕ урлă çăмăллăнах каçма май пулчĕ. Кашнинчех водителе, пассажирсене салонран кăларсах тĕрĕслетчĕç, сумкисене уçса пăхатчĕç. Мана никам та тĕкĕнмен. «Эсĕ курăнман çын мар пулĕ те?» — тĕлĕнсе калаçрĕ манпа водитель. Эпĕ чĕнмерĕм. «Санра темле хăват пур-и?» — кăштах кайсан транспорта чарсах ыйтрĕ хайхискер. Турра ĕненни çавнашкал пулăшни хамшăн та тĕлĕнтермĕш пулчĕ. Пĕлетĕр-и, çакна тепĕр хут каласа кăтартсан чун кăштах лăпланчĕ», — тет нимрен те хăраман, пур йывăрлăха та çĕнтерме хатĕр чăваш хĕрарăмĕ.

Çĕнĕ Шупашкарти ТЭЦ-3-ре ĕçленĕ Надежда Сапегина цехсенче тăрăшакансем супăнь пуçтарса панине аса илчĕ. Сăмах май, амăшĕсем ачисен çырăвĕсене халĕ те упраççĕ. Унăн ывăлĕ Андрей, тĕслĕхрен, гуманитари пулăшăвĕ çитсен лайăхрах çитерме пуçланине çырса пĕлтернĕ. Канфет тутине манни çинчен калани те пур.

Н и н а К о р ч а г и н ă н ы в ă л ĕ Сергей амăшĕ патне кашни кун çыру çырнă. Пĕррехинче Çурçĕр Кавказри хирĕç тăрăва сăнланă сюжетра Сергей Коргачин та кадра лекнĕ. Пĕр пайăрка шурă çÿçлĕ салтака, паллах, ыттисенчен уйăрса илме йывăр пулман. Сергее сенкер экранпа курни çинчен Нина Николаевнăна пĕлĕшĕсем те шăнкăравласа каланă. Çак сюжета темиçе хут кăтартнă. Амăшĕшĕн, паллах, ывăлĕ хĕсметрен киле таврăнни — чи кĕтнĕ те савăнăçлă самант.

«Ун чухне вăл çăмăл машина илесшĕнччĕ. Тимĕр-тăмăртан та транспорт пуçтарма хатĕрччĕ», — каласа кăтартать Нина Корчагина. Малтан çамрăк ВАЗ 2106 машина /«шестерка»/ туяннă. Кайран «Мерседес» илмелĕх укçа пуçтарнă. Шел, ĕмĕрĕ кĕске пулнă Сергей Корчагинăн. Пÿкле вилĕм унăн пур ĕмĕтне те татнă.

Сарапул каччин амăшĕ те тав тунă

Çул çÿреврен таврăнмассерен республикăри Салтак амăшĕсен комитечĕ тĕрлĕ ведомствăна отчет хатĕрлесе панă. Çавна май медсанчаçри, казармăри лару-тăри лайăх енне улшăннине хăйсемех асăрханă. Çакăншăн офицерсем хĕрарăмсене кÿренмен, тав тунă çеç. Малалла вулас..

Марина ТУМАЛАНОВА хатĕрленĕ.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.