Ахаль лармастпăр

30 Пуш, 2020

Коронавируспа çыхăннă лару-тăру куллен улшăнса тăрать. Çĕнĕ вируса çаклатас мар тесе нумайăшĕ килте ларать. Чылай компани хăйĕн сотрудникĕсене килте ĕçлеме ирĕк панă. Шкулсемпе садиксем те хупă. Килте ларнă чухне хамăра мĕнле тытмалла? Вăхăта мĕн туса ирттермелле?

Кун пирки Татьяна Зубкова психолог каласа кăтартрĕ:

— Халĕ шăпах кил-çурта, хваттере тĕплĕн çуса тасатма, тирпей-илем кĕртме меллĕ тапхăр. Пĕрремĕшĕнчен, çакă хăвăршăн та кăмăллă пулĕ. Иккĕмĕшĕнчен, ĕç, пĕр тĕллев çемьене пĕрлештерме пулăшать. Виççĕмĕшĕнчен, таса, типтерлĕ хваттерте сывлама та, пурăнма та лайăхрах. Кăмăл та савăкрах.

Çуртра кашнин хăйĕн вырăнĕ, кĕтесĕ пулмалли çинчен те ан манăр. Çул çитмен çамрăксене, вĕсем ирхине вăрахчен çывăрма кăмăллаççĕ пулсан, каçсерен кăмăл туличчен кĕнеке вулама ирĕк парăр, — çапла пуçларĕ калаçăва Татьна Николаевна.

Унăн шухăшĕпе, пурте килтен тухмасăр ĕçлеççĕ пулсан пĕр-пĕринпе ытларах калаçма тăрăшмалла, пĕр-пĕрин шухăш-кăмăлĕпе кăсăклансах тăмалла. Пĕр сăмахпа, çемье канашĕсем ирттермелле. Кунне пĕрре пурте пĕрле пĕр сĕтел хушшине лармалла. Каçхи апат çинĕ е чей ĕçнĕ, сĕтелçи вăййисем вылянă чухне. Чи кирли, телевизор умĕнче мар. Вăл чун каниччен калаçма кансĕрлет. Енчен те çемьере пĕри те пулин ĕçе çӳрет пулсан унпа вăл пӳрте-хваттере кĕрсе çăвăнса тасалнă хыççăн кăна хутшăнмалла. Унсăр пуçне ытти чухне тăвайман килти ĕçсене туса пĕтерĕр. Ахăртнех, вĕсем сирĕн чылаях пуçтарăннă. Калăпăр, çемьен сăн ӳкерчĕксен архивне йĕркене кĕртме пулать. Пултарулăх ĕçĕпе аппаланма пултаратăр. Вулама палăртса хунă кĕнекесене ăса хыма вăхăт шăпах. Куç хывнă кинофильмсем те сире кӗтеҫҫӗ. Интернет урлă видеоспектакльсем пӑхма, Эрмитажа, Третьяков галерейине тата ытти паллă музее «çитсе курма» май пур. Вăхăта ачасемпе ытларах ирттермелле. Вĕсен вĕренӳ ĕçне тĕрĕслемелле, уроксем тумалла. Тăвансемпе, юлташсемпе питĕ калаçас килет-и — скайппа çыхăнăр. Апла пулин те кунне çур сехет те пулин тĕрлĕ хускану тума тăрăшмалла. Пите, кĕлеткене массаж тумалла. Çу кунĕсем пур-пĕрех çитеççĕ. Çавăнпа хамăра пĕчĕккĕн хатĕрлемелле. Килте ларни харпăр хăйне аталантарма лайăх вăхăт. Чĕлхе пуянлăхне ӳстерме сăмах каçмăшсемпе сканвордсен тупсăмне пĕрле шырамалла. Çав вăхăтрах йăх-тымара тĕпчеме шăпах меллĕ вăхăт. Йăх йывăçне тума пулать. Çак ĕçе ачасене явăçтарни питĕ вырăнлă. Тăван-пĕтенне, иккĕмĕш, виççĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕсемпе аппăшĕсене пĕлсе, палласа ӳсчĕр вĕсем. Интернет урлă ятарлă, кирлĕ курссенче пĕлӳ илме пулать. Çак лару-тăрура пĕр-пĕринпе тимлĕрех, йăвашрах, ачашрах пулма тăрăшмалла. Ытлашши нумай информаци вулассишĕн-илтессишĕн çунмалла мар. Пĕтĕмĕшле лару-тăрупа паллашни те çителĕкĕ.

«Ку тапхăрта чунра лăпкă мар пулсан çывăх çынсенчен, психологран пулăшу ыйтма вăтанмалла мар. Психологсем çынсене пулăшма яланах хатĕр, вĕсемпе телефон, интернетри мессенджерсем, социаллă сетьсем урлă çыхăнма пулать», — пĕтĕмлетрĕ Татьяна Зубкова.

 

ШУХĂШ

Ольга ИВАНОВА, Шупашкарта пурăнакан 5 ача амăшĕ:

— Ачасенчен пĕрне шкултан «Тăван тăрăх» реферат çырма киле ĕç панă та тăван ял историне тĕпчетпĕр эпир. Тăван тăрăх пирки ытларах вуласа пĕлме тăрăшатпăр. Пурте килте ларнă чухне кукăль пĕçертĕмĕр. Ачасем ыйтнипе çитес вăхăтрах уçă кукăль, пицца янтăласшăн. Килте ларнă чухне вӗсен кулинари ăсталăхне аталантарассишĕн çине тăратăп. Ара, хĕрĕмсем — пулас кил хуçи хĕрарăмĕсем-çке. Мăнкун тĕлне чăх çăмартисене епле илемлетесси пирки те шухăшлатпăр. Аслă праçник умĕн чăвашсем яланах пӳрт çунă, кирлĕ мар, кивĕ япаласене тухса пăрахнă. Кăмака сăрланă, чӳрече каррисене улăштарнă. Ĕçленĕ вăхăтра чир-чĕр, начарри çинчен шухăшламастăн.

www.hypar.ru Vk.com сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: 

Комментари хушас