Олег НИКОЛАЕВ: Ÿсĕм хăвăртлăхне упраса хăвармалла
Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев çак кунсенче Наци телекуравне панă интервьюра авăн уйăхне пĕтĕмлетнĕ. Калаçăвăн тĕп сыпăкĕсемпе «Хыпар» вулаканĕсене паллаштаратпăр.
Шкулсем
– Олег Алексеевич, авăн уйăхĕ хăвăрт иртсе кайрĕ — ăна пĕтĕмлетме те вăхăт. Республикăра пурăнакансене кăсăклантарнă ыйтусенчен пуçлас килет. Сад микрорайонĕнчи шкул çапах та ачасене йышăнчĕ. Ыйтăва мĕнле татса пама пултартăр?
— «Çапах та» тени хăлхана касать. Шкул ачасене чылай маларах йышăннă. Вĕрентĕве чарма сăлтав та пулман. Сас-хура сарнă та... Пирĕн унашкал пултарулăхлă çынсем, тусан пĕрчинчен тăвăл çĕклекенсем, шел те, пур. Çапла, шкулта çитменлĕх чылайччĕ. Саккасçă, Шупашкар хулин администрацийĕ, çак процеса йĕркелеме, çав çитменлĕхсене пĕтерме пултарайманнине кура ку енĕпе ĕçлеме штаб йĕркелемешкĕн тиврĕ. Çурла уйăхĕнче ăна ертсе пыма Алексей Ладыкова шаннă чухне çав çитменлĕхсем 360 ытлаччĕ. Тĕрĕслев, надзор органĕсемпе пĕрле тарăнрах тĕпченĕ май вĕсен шучĕ 520-рен те иртрĕ. Вĕсене пĕтерес енĕпе штаб ĕçне йĕркелемелле пулнă. Вак-тĕвек кăлтăк нумайччĕ. Пĕр çĕрте шыв юхать, тепринче çурăка хупламан тата ытти те.
— Çак ыйтусемпе те республика Пуçлăхĕн чăрманмаллаччĕ-и?
— Шел те, çапла пулса тухрĕ, çакă та муниципалитетсенче строительствăпа çыхăннă компетенцисен шайĕ уксахланине çирĕплетет. Объектсем тăрăх пăхас тăк — паян вĕсем строительствăра 185-чĕ пулас. Кăткăслăх, калăпăшĕ енĕпе тĕрлĕскерсем. Çивĕчлĕх пуррисем — 1-2-3 объект. Унашкаллисен саккасçисем ытларах чухне — муниципалитетсем. Пĕрлехи саккасçă служби ĕçлекеннисемпе те çивĕчлĕх пулать. Калăпăр, Шупашкарти 7-мĕш шкул. Анчах унта объективлă сăлтавсемччĕ — авари пулма пултаракан самантсем çиеле тухнăччĕ. Плансемпе проектсене тӳрлетмесĕр малалла ĕçлеме май пулман. Сад микрорайонĕнчи шкул тĕлĕшпе те çавах. Пĕрремĕшĕнчен, подрядчиксем улшăнни, уголовлă ĕçсем. Хула администрацийĕн сотрудникĕ тĕлĕшпе пуçарнине вĕçленĕ, тепĕр уголовлă ĕç пур — юлашки умĕнхи подрядчик тĕлĕшпе. Çавна май нумай документа тишкерме тиврĕ — хăшĕсене çухатнă, теприсене йĕркелесе çитермен... Ыйтăвăн тепĕр енĕ хулан капиталлă строительство управленийĕпе, саккасçă тивĕçне пурнăçланăскерпе, çыхăннă. Сотрудниксем улшăннă, шалти регламент докуменчĕсене хатĕрлессине пуçарнă. Çакнашкал ансат ыйтусене вăхăтра татса паманнине пула мĕнешкел çивĕчлĕх капланнă — кризис штабне йĕркелеме тиврĕ. Çапла вара виçĕ уйăхра — каникул вăхăтĕнче — тумалла пулнă ĕçе васкавлăн виçĕ эрнере пурнăçлама тиврĕ. Турра шĕкĕр, халь тĕрĕслев органĕсен ырлакан мĕн пур пĕтĕмлетĕвне илнĕ, çывăх вăхăтра пĕтĕм документа хатĕрлес ыйту сирĕлессе шанатăп. – Концесси мелĕпе тата виçĕ шкул çĕкленет — Çĕнĕ Шупашкарта, Кӳкеçре тата Шупашкарта. Вĕсен хатĕрлĕхĕ мĕнле шайра? — Строительство енĕпе хатĕрлĕх 75-80% шайĕнче. Халь территорисене хăтлăлатас енĕпе анлă ĕçсем пыраççĕ. Тĕллев — çулталăк вĕçленнĕ тĕле мĕн пур строительствăпа монтаж ĕçне туса пĕтересси. Çитес çул шкулсене вĕрентӳ лицензийĕ илме хатĕрлесе çитермелле, çак ыйтусене татса парса вĕренĕве пуçармалла.
— Тата икĕ шкул — Çĕрпӳ округĕнчи Чурачăк тата Канаш округĕнчи Янкăлч ялĕсенче. Унта лару-тăру мĕнлерех?
— Вĕсене ял территорийĕсене аталантармалли комплекслă программăпа тăватпăр. Саккасçисем — асăннă муниципалитетсем. Шел те, вĕсем подрядчиксемпе пĕрле шкулсене авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хута ярассине тивĕçтереймерĕç. Палăртни вырăнлă: Чурачăкра уйăх пуçламăшĕ тĕлне строительство ĕçĕсене вĕçленĕччĕ, ку енĕпе шкул пĕтĕмпех хатĕр. Çак эрнере вĕрентӳ ĕçне пуçламалли ирĕк илмелли документсемпе çыхăннă ĕç вĕçленессе шанатăп. Çывăх вăхăтра ачасем, вĕрентекенсем çĕнĕ шкула кĕрĕç. Янкăлчра кăшт кăткăсрах. Хальлĕхе строительство ĕçĕсем пыраççĕ. Нумай юлман — хатĕрлĕх пысăк шайра, чи нумаййи виçĕ эрнерен вĕçлеççĕ. Унтан тивĕçлĕ документсене хатĕрлеме вăхăт кирлĕ. Строительсемпе саккасçă васкарах ĕçлесен ачасем, шкул коллективĕ 2-мĕш чĕрĕк тĕлне çĕнĕ вĕренӳ çуртне кĕрессе шанатăп. Суйлав – Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери потребкоопераци форумĕ иртрĕ. Хăна нумайччĕ. Çакнашкал форумсем республикăна мĕнле усă кӳреççĕ? – Кирек мĕнле форума та чи малтан вырăнти ĕçе хастарлатма йĕркелетпĕр. Чи малтанах — республикăна çĕклесси: туризм илĕртӳлĕхĕпе, организацисен ĕçне кăтартнипе. Нумайăшĕ Чăваш Ене пирвайхи хут килет — хăйсем валли пирĕн республикăна уçать: питĕ хăтлă регион, илемлĕ, меллĕ, тирпейлĕ... Çакă питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Иккĕмĕшĕ — эпир калаçса татăлнисем. Вĕсем — пĕр-пĕринпе хутшăннин кăтартăвĕ. Вĕсене тӳрре кăларас енĕпе малалла ĕçлетпĕр. Виççĕмĕшĕ — ытти регионта усă куракан практикăсем, вĕсемпе хамăр ĕçре усă курасси. Çакнашкал мероприятисем çĕнĕлĕхсене, çĕнĕ проектсене çул парас тĕлĕшпе усăллă.
— Авăн уйăхĕнчи пысăк пĕлтерĕшлĕ тепĕр пулăм — вырăнсенчи депутатсен суйлавĕ. Пĕрлешсе пысăкланнă Канаш, Çĕмĕрле, Улатăр округĕсен пухăвĕсем йĕркеленчĕç. Ку енĕпе малалли плансем мĕнлерех? Тата хăш округсене пĕрлештересшĕн? Пысăкланнисен умĕнче паян мĕнлерех тĕллевсем?
— Пĕрлешнĕ округсен ĕçе халăх ырă улшăнусене туймалла йĕркелемешкĕн пĕтĕмпех тумалла. Унашкал майсем, куçкĕрет, пур. Вĕсене пурнăçа кĕртмелле. Çак тĕллевпе халь социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программипе ĕçлетпĕр. Тата, паллах, кашни муниципалитетăн управлени командине май пур таран тухăçлă йĕркелеме тăрăшатпăр. Ытти округа пĕрлештересси пирки калас тăк — эпĕ унашкалли кирлине хальлĕхе курмастăп. Муниципалитетсенче пурăнакансемпе нумай калаçатăп вĕт — çавăн пек кăмăлсене туймастăп. Канаш, Çĕмĕрле, Улатăр вара çакăн патне хăйсем çитрĕç темелле. Кирек хăшне илĕр — администрацисем ăçта вырнаçнине кăна пăхар. Пĕр-пĕринчен 50 метрта, анчах тĕрлĕ территорипе ĕçленĕ — ăнланмалла мар вĕт... Вĕсенче кунашкал утăм логика тĕлĕшĕнчен сăлтавлăччĕ, ытти муниципалитетра вара унашкал логикăна курмастăп. Çапах çынсем хăйсем пĕрлешсе пысăкланни лайăх тесе йышăнчĕç тĕк — вĕсен кăмăлне тӳрре кăлармашкăн пулăшмалли çулсене шырăпăр. Анчах унашкалли çывăх вăхăтра пулмасть-тĕр — кашниех хăйĕн территорийĕпе çыхăннă та... Канаш, Çĕмĕрле, Улатăр округĕсенче вара çынсемшĕн нимĕн те улшăнмарĕ — пĕтĕмпех хăй вырăнĕнче. Лайăх улшăнусем пулччăр. Çакăнта тата çак самантра пурнăçламалли усăллă та кирлĕ ĕçсене тӳрре кăларас тĕлĕшпе тӳсĕмлĕ тата çине тăрса вăй хумалла. Республика Правительстви çапла ĕçлет те. Муниципалитетсен управлени командисенчен те çавнах ыйтатпăр.
Бюджет
– Ыйту — пысăк укçа пирки. Авăн уйăхĕнче республика бюджечĕ пуçласа 100 миллиард тенкĕ урлă каçасси çинчен пĕлтĕмĕр. Пĕлтĕр пĕрлехи бюджет çак чикĕрен иртнĕччĕ. Ку мĕне пĕлтерет? Пирĕн ресурссем пуррине-и, ансат мар тапхăрта экономика хăвăрт аталаннине-и?
– Экономика, çапла, аталанать. Пĕлтĕр промышленноç ӳсĕмĕн — 27%, тирпейлекен производствăсен 32% танлашакан индексĕпе эпир çĕршывра иккĕмĕш, Атăлçи округĕнче пĕрремĕш пулнăччĕ. Кăçал та лару-тăру çакна çывăх: промышленноç производствин индексĕ — 20%, тирпейлекен промышленноçăн — 22%. Шăпах — сирĕн ыйту хуравĕ: промышленноç, экономика ӳсеççĕ, тупăш пысăкланать, вăл экономика, хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕнчен килекен налуксенчен, çав шутра ĕç укçинчен килекен налуксенчен капланать. Ĕç укçи те иртнĕ çулхинчен пысăкрах. Виçĕм çул 19% хушăннăччĕ, пĕлтĕр — 22. Кăçал хальлĕхе 20% хăвăртлăхĕпе ӳсетпĕр. Ку — номиналлă виçепе, чăн ӳсĕм, паллах, пĕчĕкрех: пĕлтĕр 15% пулнăччĕ. Кăçал сахалрах — 11% патнелле, мĕншĕн тесен инфляци пысăкрах, вăл тупăш ӳсĕмне «çиет». Çапах чăн шалу виçи ӳсĕмлĕ. Ку кăтартусемпе те республика округра, Раççейре лидерсен шутĕнче. Çавна май уйрăм çынсен тупăшĕнчен илекен налук бюджета кĕрсе ăна пуянлатать — бюджет майĕсем, хамăрăн тупăш виçи пысăкланаççĕ. Çак кăтартусем — планпа килĕшӳллĕн, тĕрлĕ енлĕн тăвакан ĕç кăтартăвĕ. 2020 çулта республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм программине хатĕрлерĕмĕр. Вăл — отрасльсен, территорисен аталанăвĕн планĕ. Чи пысăк кашни предприяти аталанăвне тĕплĕ тишкертĕмĕр, кашнинпе уйрăммăн ĕçлерĕмĕр — вĕсен планĕсене тӳрре кăларма тăрăшрăмăр. Çавна май халь пирĕн тракторсем, водород перекиçĕ тĕлĕшпе СПИК 2.0 контрактсем пур. 9 кластер...
Вĕсем пурнăçа кĕртнĕ проектсем, кăларма пуçланă продукци... Кăтартăвĕ — тупăш хушăнни. Юлашки çулталăкра кăна ку сферăра ĕç тухăçлăхĕ 2,5 хут пысăкланнă, ĕç укçи те — 1,75 хут. Çакă — бюджет йĕркелĕвĕн никĕсĕ. Пирĕн ӳсĕм хăвăртлăхне çак шайрах мар пулсан та упраса хăвармаллах. Кунашкал хăвăртлăхпа аталанасси яланах пулма пултарайманнине ăнланатпăр — апла пулма пултараймасть: утопи мар тăк — фантази е тепĕр майлă. Ӳсĕме вĕçĕмсĕр 25-30% шайĕнче тытма çук. Икĕ цифрăллă кăтартăва, 10% ытларах, упраса хăварма пултарни те пысăк хушăм пулĕччĕ. Мĕншĕн тесен çав 10% валли никĕс пысăк — пачах урăх никĕс. Çавăнпа паян ЧР Правительстви социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн çĕнĕ программине хатĕрлет. Умĕнхи программăсене хывнă курăма çине тăрса аталантаратпăр, çав шутра асăннă кластерсен майĕсене тĕплĕ тишкеретпĕр. Халь ĕнтĕ çĕнĕ йышши продукцие, хушма пысăк хак кӳрекенскерсене, тĕллев вырăнне хуратпăр. Инвестици майĕсене шыратпăр, çĕнĕ производствăсем йĕркелемеллине асра тытатпăр. Паллах, эсир каланă пысăк цифрăсем — дефицитсăр регион, вăл хăйне туллин тивĕçтерессин никĕсне хывас çул çинчи сулмаклă утăм. Ку питĕ лайăх, мĕншĕн тесен бюджетăн çынсене пулăшма, вĕсем кĕтекен проектсене тӳрре кăларма кирлĕ çул-йĕрсене аталантармалли майĕсем пысăкрах пулĕç.
Электрификаци
— Мускаври Энергетика эрнинче эсир çуртсене газ кĕртсе пĕтермелли программа тĕслĕхĕпе электрификаци программине те ĕçе кĕртме май пурри çинчен каларăр. Ку ĕçе республика шайĕнче пуçламалла-и е федераци шайĕнчи старта кĕтмелле-и?
– Ку енĕпе пирĕн ăнăçусем пур. Чăваш Ен сеть комплексне консолидацилес ĕçе чи малтанхисен шутĕнче пурнăçларĕ — тухăçсăр ĕçленĕ организацисен шучĕ чакрĕ. Ман шутпа, эсир каланине уйрăм çул-йĕрпе республика шайĕнчех пуçарма пулать, çапах федераци программине йышăнни, паллах, тĕрĕс пулĕччĕ. Чăваш Енре ялсене пыракан мĕн пур магистраль линийĕ Чăваш патшалăх электричество сечĕсен зонинче мар. ЧР Пуçлăхĕн хушăвĕпе «Россетие» система йĕркелекен территори сеть компанийĕ пулма çирĕплетнĕ ĕнтĕ, вăл сетьсен шанчăклăхĕшĕн яваплă пулĕ. Çапах, калăпăр, Шупашкар хулин электричество сечĕсен зонинче эпир республика укçипе асăннă ĕçе пуçарма пултаратпăр. Анчах кунта çакна шута илмелле: çак ĕçе пуçарнă май эпир çурт-йĕр строительствине хастарлатассине тĕпе хурăпăр. Ку шухăш мĕнпе сăлтавланнă? Паянхи кун тĕлне нумай ачаллă çемьесем 10 пин ытла çĕр лаптăкне харпăрлăха тӳлевсĕр илнĕ ĕнтĕ. Вĕсенчен çуррине инфратытăмпа тивĕçтернĕ. Анчах темиçе теçетке çурт кăна хута янă. Тата темиçе çĕр çурт — строительство тапхăрĕнче. Куçкĕрет: пирĕн ресурссемпе тивĕçтерсе çурт-йĕр тăвассине çăмăллатмалла, хăвăртлатмалла. Çав вăхăтрах тепĕр енĕн те, çурт-йĕр хуçин, обязательство пулмалла: калăпăр, виçĕ çулта çурт туса пĕтерсе тивĕçлĕ документсене хатĕрлемелле. Вĕçленнĕ объект пултăр. Çĕр лаптăкĕсене нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕр тума панă, пирĕн вĕсене пулăшмалла.
Хăмла
— Авăн уйăхĕнче хăмла пухакан пирвайхи «Аван» комбайна куртăмăр. Ăна серипе кăларасшăн-и? Хăмла отраслĕ мĕнле аталанĕ?
— Хыпарсене вулатăр пуль — эпир социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 6 çуллăх уйрăм программине те хăмла туса илессине аталантарассине кĕртнине пĕлетĕр. Грантсемпе фермерсене пулăшасшăн — вĕсем халь ку енĕпе фермер шкулĕнче вĕренеççĕ. Çапла майпа 2030 çул тĕлне хăмла лаптăкĕсене 2 пин гектара çитересшĕн. 2033 çул тĕлне вара пухнă хăмла виçи 2,5 пин тонна патнелле пулмалла. Пысăк тĕллевсем. Вĕсене пурнăçлама пире вун-вун комбайн, сушилка кирлĕ. Çавна май пирĕн заводсем валли сахалтан та çитес вунă çул валли ĕç пулĕ. Тен, пысăк сериллĕ производство мар, анчах çителĕклĕ техника туса кăлараканни. Хамăра тивĕçтерни кăна мар, ытти регион та ыйтать. Краснодар крайĕнче, авă, сăра тăвасси çинче никĕсленнĕ туризм маршрутне уçасси çинчен калаçаççĕ. Тема вăй илсех пырать, хăмлапа çынсем ытларах та ытларах интересленеççĕ. Çав шутра — сувенир продукцийĕпе. Аса илтерем, «Раççейĕн симĕс ылтăнĕ» форумра ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов кун пирки тĕплĕ каласа панăччĕ: чи лайăх çул Чăваш Республики 3,8 пин тонна хăмла пухса кĕртнĕ. Ку 80-мĕш çулсен вĕçĕнче пулнă. Çак кăтарту патне республика 30-мĕш çулсенчен пуçласа утнă — 50 çул ытла вăй илсе пынă. Пирĕн тĕллев вара — çакнашкал ĕçех 5 çулта пурнăçласси. Çав вăхăтрипе танлаштарсан — пачах урăх технологисем. Майсем пур. Лаборатори инфратытăмĕ — паха хунавсем хатĕрлеме, чирсенчен сыхланма, ытти енĕпе пулăшать. Кунашкалли Раççейре те, Совет Союзĕнче те пулман, ку — Чăваш Енре çĕнĕрен йĕркеленĕ компетенци. Унашкал компетенцисене тĕнчипе шутласан та хисепне палăртма хăрах алăри пӳрнесем çителĕклĕ. Эпир кунта хамăра шанчăклă туятпăр: технологи енĕпе никама та пăхăнмастпăр, тĕнчери хăмла центрĕсемпе тупăшма пултаратпăр.
Экспорт
— Шăпах тĕнче рынокĕ патне куçатпăр: республика тулашри суту-илӳ енĕпе ӳсĕмлĕ сальдо шайне çитрĕ — экспорт импортран 16 миллион долларлăх пысăкрах. Çакăн сăлтавне мĕнпе ăнлантаратăр?
— Бюджетпа çыхăннă евĕр ыйтăвах... Хамăрăн мĕн пур плана экспорт майĕсене тĕпе хурса палăртатпăр. Тĕслĕхсенчен пĕри — водород перекиçĕпе çыхăннă СПИК 2.0. Çак продукципе пирĕн предприяти Казахстан, Беларуç рынокĕсен 50% йышăнать ĕнтĕ. Перекиç апат-çимĕç продукцийĕ туса кăларма юрăхлине çирĕплетекен сертификат илнĕ. Çывăх вăхăтра медицина продукцийĕ валли усă курмалли сертификат та пулмалла. Урăхла каласан — питĕ таса перекиç, унпа тĕрлĕ тĕллевпе усă курма пулать. Ку — питĕ пысăк проект. Анчах ваккисем те пур. Экспортерсен йышĕн 90% — пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсем. Вĕсен экспорчĕн калăпăшĕ пысăк мар — пĕтĕмĕшле виçен 6% кăна, анчах шучĕ пысăк. Чи кирли — экспорта çĕнĕ йышши цифра пулăшу ĕçĕсене те ăсатни. Шупашкарти пĕр предприяти, сăмахран, НППП çĕршывĕсене кино, клипсем пăхмалли пулăшу ĕçĕсем сутать. Эпир çак туртăма пулăшма тăрăшăпăр. Совет Союзĕнче каланă пек «ширпотреб» мар, пысăк технологисем, наука çĕнĕлĕхĕсем кирлĕ, хамăрăн халăха та тĕнче шайĕнче конкурентлă продукципе тивĕçтермелле.
Кĕрешӳ
– Авăн уйăхĕнче кĕрешӳ енĕпе пирвайхи официаллă ăмăрту иртрĕ. Халь ку енĕпе ятарлă центр та пур. Кĕрешӳ çĕнĕ шая тухать-и?
— Вăл яланах пулнă, анчах киленӳ шайĕнче тенĕ пулăттăм. Акатуйсенче ăмăртусем ирттернĕ. Унччен те ăмăртнă, анчах спортăн çак тĕсне систематизацилемен, пĕрлехи правилăсем пулман. Çакă тавлашу çуратнă, кам вăйлăрах кăшкăрать — çав тĕрĕс пулнă. Халь официаллă ăмăртăва пуçласа ирттертĕмĕр. Правилăсем, судьясем, федераци, кĕрешĕве аталантаракан центр пур. Спортсменсем ăмăртусене хутшăнса спорт разрячĕ те илме пултараççĕ. Малалли утăм — ăмăртусене регионсен хушшинчи шая, тен, федераци шайне те çĕклесси. Çавнашкал тĕллевсем пур. Халь Пĕтĕм тĕнчери кĕрешĕвĕн наци тĕсĕсен иккĕмĕш вăййисене ирттерме çине тăрсах хатĕрленетпĕр. Пĕрремĕш фестиваль хыççăн интерес пысăк пулнине шута илсе мероприяти, çав шутра чăваш кĕрешĕвĕ тавра та кăсăклану пысăк пуласса шанатпăр. Тутарстанран та хăнасем килнĕччĕ — эпир, сăмах май, вĕсенчен нумай вĕрентĕмĕр. Кам лайăх ĕç тунă — вĕсенчен вĕренме именместпĕр. Ман шутпа, кĕрешӳ çĕнĕ шая çĕкленни — наци ăнланулăхне çирĕплетмелли çул çинчи черетлĕ утăм. Чĕлхе, культура, халăх йăлисем... Халь тата — кĕрешӳ. Тĕрĕс çулпа утатпăр тесе шутлатăп. Унччен никĕс шайĕнчи спорт тĕсĕ нумай пулман, халь — 25 тĕс. Ку вара федераци укçа уйăрасса шанма май парать. Регион, федераци шайĕнчи ăмăртусем иртĕç. Президент 2030 çул тĕлне халăхăн физкультурăпа, спортпа туслă йышне 70% çитерме тĕллев лартнă — ăна пурнăçлассине те тӳпе хыватпăр. Спортăн çак тĕсне аталантарма укçа уйăрмалла. Пĕр енчен — ăмăртусем, çитĕнӳсем, тепĕр енчен — инфратытăм. Çак çул-йĕрпе малалла утатпăр. Кăтартăвĕ уçăмлă: 2020 çулта пирĕн ентешсен Раççейĕн пĕрлехи командинчи йышĕ 154 çынпа танлашнă, вĕсенчен çурри ытти регионшăн тупăшнă. 2024 çулăн пĕрремĕш çурринчи кăтартусем тăрăх вара пирĕн асăннă йыш 301 çынна çитнĕ, вĕсем пурте Чăваш Республикин чысне хӳтĕлеççĕ.
Çулсем
— Çулсен пахалăхĕ тĕлĕшпе кăмăлсăрлăх пысăк. ЦУР кăтартăвĕсем тăрăх, шăпах çак енĕпе çăхав нумай. Çуркуннехи- çуллахи тапхăрта çулсене юсамалли, реконструкцилемелли плансене пурнăçлама май килчĕ-и?
— Ĕç калăпăшĕ пысăк — Çул-йĕр фончĕ кăçал 8,3 миллиард тенкĕ патнелле. Танлаштарма: 2020 çулта эпĕ Пуçлăх тивĕçĕсене пурнăçлама тытăннă чухне вăл 4,8 миллиард тенкĕччĕ. Ĕçе йĕркелесси те кăшт япăхрахчĕ. Укçана тĕрлĕ шайри çулсем — республика пĕлтерĕшлисем, вырăнтисем, ялтисем — валли яратпăр. Пуçару бюджечĕн проекчĕсемпе ялсенче çул тума, юсама уйăраканни кăна — 500 миллион тенкĕ патнелле. Нумай объекта хута янă ĕнтĕ. Президент агломерацисенче нормативлă çулсен тӳпине 85% çитерме тĕллев лартнă, Шупашкар агломерацийĕнче ку тĕллеве пурнăçлатпăр — 85,1% патнелле пулать. Регион пĕлтерĕшлĕ çулсем — 1 пин километр ытла. 50% нормативсене тивĕçтермелле — ку кăтартăва та пурнăçлатпăр. Муниципалитетсене те чылай укçа яратпăр. Анчах унта объектсем пĕчĕккипе-ши — подрядчиксем хăйсем çине нумай объект илеççĕ, çавăнпа ĕçсем каяраха юлма пултараççĕ. Çавăнпа çитес çул пĕр подрядчиксемех нумай объект илесрен сыхланассине те палăртса хăварасшăн.
— Лапсар тăкăрлăкĕ пирки нумай калаçу пулнăччĕ...
— Шăпах Лапсар тăкăрлăкĕ тĕлĕшпе халь кăмăлсăрлăх сахалрах. Ăна республика харпăрлăхне куçартăмăр, Чăвашупрдор пурнăçланă ĕç çинчен эрнесерен отчет парать. Кăçал çула юрăхлă шайра тытса тăмалла. Проектпа смета документацийĕ кĕçех пулĕ – пĕтĕмпех планпа килĕшӳллĕн пулсан çитес çул унти ĕçсене вĕçлеме тăрăшăпăр.
Çемьепе
— Хăвăра пырса тивекен ыйту парам. Кĕркунне пахча çимĕç пухса кĕртетĕр-и? Çемьере помидор-хăяр тăварлас йăла пур-и?
— Паллах, пухатпăр. Манăн ялта тăван нумай — вĕсене пулăшатпăр. Килте те йăрансем пур — хамăр çитĕнтернине тулли кăмăлпа çиетпĕр. Хамăр алăпа туса илни яланах тутлăрах. Хĕл валли банкăсем те, паллах, хупатпăр.
– Хăвăр-и?
— Çемьепе, мăшăрпа. Ман шутпа, çакă çемьешĕн питĕ усăллă — пĕрлештерет, кайран вара çемьепе пĕрле пухăнсан хĕллехи каçсене тутлăрах тăвать.
Комментари хушас