Комментари хушас

5 Feb, 2014 | Хыпар | ЖКХ | ЖКХ

ЖКХри йĕркесĕрлĕх пирки паян кахал кăна калаçмасть пуль. Çĕр-шыв, республика ертÿçисем мерăсем йышăнма хистеççĕ, хăлăхсăррисене явап тыттараççĕ, анчах, шел те, ĕç-пуç тăруках лайăхланни сисĕнмест-ха. Çакна тĕп хулари лару-тăрăва тишкерсе Шупашкарти Ленин районĕн прокурорĕ Зелфинас КАРАМА та çирĕплетет.

- Надзор тивĕçне пурнăçланă май пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферинче саккун требованийĕсене уяманни çав-çавах анлă сарăлнине куратпăр, - пăшăрханса палăртрĕ Зелфинас Миннетагирович. - Калăпăр, нумай хваттерлĕ çуртсене тытса тăракан организацисем пулăшу ĕçĕсемшĕн илмелли тÿлев виçине шутласа панă май йĕркене пăсниех мĕн чухлĕ!

Тĕслĕхсем пайтах. Сăмахран, Гагарин урамĕнчи 10-мĕш çуртра пурăнакан М. управлени килĕшĕвне урăх компанипе, «Стрелка-М» УКпа, тунă. Пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿленĕ чухне вара укçана малтанхи УК, «Капремстрой», илнĕ. Пĕтĕмпе 8 пин тенкĕ ытла. Çавна май «Стрелка-М» умĕнче парăм капланнă. Хĕрарăм укçана çĕнĕ УКна куçарма ыйтса та çырнă, анчах управляющи компани ертÿçисем тивĕçлĕ мерăсем йышăнман. Саккуна пăсни куç кĕрет. Коммуналлă пулăшу ĕçĕсене пурнăçлаканăн чăннипе пурнăçланă ĕçсемшĕн кăна укçа илмелле.

Çакнашкал «йăнăшсене» «Деон» УКра та тупса палăртрăмăр. Унта та Я.-ран хайхи пулăшу ĕçĕсемшĕн тесе 8 пин тенкĕ ытла илнĕ, ĕçсене вара чăннипе «Инженер» УК пурнăçланă - кун пирки хваттерсен хуçисен пĕрлехи пухăвĕ йышăну тунă. «Богданка-Сервис» ОООра та çакнашкал тĕслĕхе тупса палăртрăмăр. Çурт-йĕр кодексĕпе килĕшÿллĕн нумай хваттерлĕ çурта ăшă энергийĕ парса тăнăшăн илмелли тÿлеве çулталăкра пĕр хут кăна тÿрлетме юрать. Ятарлă правилăсенче иртнĕ çулталăкра хутса ăшăтнăшăн тÿлемелли пĕтĕмĕшле виçе текен ăнлав пур. Çапла вара, сăмахран, 2012 çулта тÿлев виçине 2011 çул пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх кăна «тÿрлетме» юранă. 2009-2010 çулсемшĕн - юрамасть. Асăннă управляющи компанисенче çакна шута илмен. Вĕсен директорĕсен ячĕпе представлени çыртăмăр, çакăн хыççăн айăплисене явап тыттарнă, тÿлев виçисене çĕнĕрен шутласа панă.

Тепĕр нуша - потребительсене кÿнĕ коммуналлă пулăшу ĕçĕсен пахалăхĕ тивĕçтерменни. Калăпăр, пĕлтĕрхи кăрлачра Шупашкарти Короленко урамĕнчи 6-мĕш çурта пахалăхсăр вĕри шыв парса тăнине çирĕплетрĕмĕр. Явапли - «Богданка-Сервис» ООО. Шыв температури хăш-пĕр хваттерте 34-47 градус кăна пулнă. Нормăсемпе килĕшÿллĕн 60 градусран сивĕрех, 70 градусран вĕрирех пулмалла мар. «Ăшшине» парса çитерейменни «Стандарт» УКра та пулнă. Çавна май асăннă управляющи компанисен директорĕсен административлă майпа явап тытма тиврĕ - 500-шер тенкĕлĕх штраф тÿлерĕç.

Парăм пур тесе çынсене электричество парса тăрассине саккуна пăсса чарни те тĕл пулать. «Новоюжный», «Интех», «Инженер» йĕркене пăснă. Пĕр тĕслĕхре, сăмахран, Эгер бульварĕнчи 35-мĕш çуртри хваттерте пурăнакансене маларах асăрхаттармасăрах киловатсем пама пăрахнă. Апла хăтланма юрамасть. Куншăн управляющи компанисен ертÿçисем явап тытаççĕ.

Федерацин çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăлама пулăшмалли фончĕ çинчен калакан саккун çурт-йĕре çĕнетмешкĕн пулăшни куç кĕрет. Анчах фонд укçипе саккунлă усă курмалла. Ку енĕпе те çитменлĕхсем пур. Б.Хмельницкий урамĕнчи 113-мĕш çуртри хваттерсен хуçисем пуху ирттерсе çуртри пĕрлехи пурлăха тĕпрен юсамашкăн хăйсен укçине те хывма йышăннă - 15% чухлĕ. Çурт-йĕр кодексĕнче пÿлĕмсен мĕн пур хуçин обязательнăй йĕркепе укçа хывмаллине çирĕплетнĕ. Анчах «Богданка-Сервис» ООО, çак çурта пăхса тăраканскер, пĕр пÿлĕм хуçинчен укçа илмен. Кунашкал «çăмăллăх» - саккунсăр, çакăншăн тивĕçлĕ представлени çыртăмăр.

Çак компани пуçлăхĕн ячĕпе тепĕр представлени те пулчĕ. Халăхран укçа пухмалли вăхăта хваттерсен хуçисен пухăвĕнче сÿтсе явмасăрах улăштарнă. Çакă та саккунпа килĕшсе тăмасть.

УКсем ресурссемпе тивĕçтеркен организацисене вăхăтра тÿлеменни хăшĕсемшĕн йăлана кĕнĕ теме те юрать. Çынсенчен ăшăшăн, вĕри шывшăн, электричествăшăн укçа пухаççĕ, анчах ресурссемпе тивĕçтерекенсене вăхăтра тата туллин тÿлемеççĕ. Е хваттерсен хуçисенчен çав организацисемпе татăлмашкăн парăмсене шыраса илес енĕпе мерăсем йышăнмаççĕ. Кунашкаллине «Коммунальщик», «Капремстрой», «Альфа», «Центр», «Реал-Люкс», «Жилкомсервис» УКсенче, ытти компанире тупса палăртрăмăр. Прокуратура тивĕçлĕ представленисем çырнă хыççăн çав управляющи компанисемпе ТСЖсем парăмсене шыраса илес енĕпе тинех мерăсем йышăнчĕç.

Тепĕр саманта палăртса хăварни вырăнлă. «Деон» УКра тĕрĕслев ирттернĕ май çак компани 2013 çулхи кăрлач-çурла уйăхĕсенче усă курнă коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн халăха 15 млн тенкĕ ытла тÿлев шутласа пани палăрчĕ. Граждансем çак тапхăрта хывнă пĕтĕмĕшле виçе вара - 12 млн тенке яхăн. Çав шутран 2,1 млн ытларах тенке ресурссемпе тивĕçтерекен организацисене куçарса панă. Çакă - халăхран пухнă укçан 17,5% кăна. Акă мĕншĕн «Деонăн» ăшă энергийĕ, вĕри тата сивĕ шыв, электричество парса тăракан «Коммуналлă технологисем» ООО, «Чăваш энергосбыт компанийĕ», «Водоканал» АУОсен умĕнчи парăмĕ тăруках ÿссе кайнă: пĕлтĕрхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне 3,5 млн тенке яхăн пулнă, сакăр уйăхран, авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне, 10,8 млн тенкĕ патне çывхарнă.

Ку енĕпе тивĕçлĕ требованисене пăхăнманнине «МультиСервис», «Капремстрой», «Инженер», «Альфа», «Теплый дом», «Лапсарская» УКсенче те тăрă шыв çине кăлартăмăр. Вĕсен ертÿçисем яваплăхран пăрăнаймĕç. Прокуратура тĕрĕслевĕсен материалĕсене тĕпе хурса управляющи компанисем финанспа хуçалăх ĕç-хĕлне пурнăçланă май саккун требованийĕсене уяманшăн «Жилкомсервис» тата «Деон» УК» ОООсен пуçлăхĕсем тĕлĕшпе ШĔМĕн следстви управленийĕ уголовлă ĕçсем те пуçарчĕ. Уголовлă кодексăн 201 статйин 1-мĕш пайĕпе - укçана килĕшÿсенче палăртнă пулăшу ĕçĕсемпе çыхăнман тĕллевсемпе тăкакласа пĕтернĕшĕн. Çавăн пекех пĕлтĕр «Деон» ООО учредителĕ тĕлĕшпе УК 159 статйин 3-мĕш пайĕпе уголовлă ĕç пуçарнă, «Коммунальщик» ООО директорĕ тĕлĕшпе - 160 статьян 4-мĕш пайĕпе.

Пĕтĕмпе вара иртнĕ çул нумай хваттерлĕ çуртсене тытса тăракан организацисен ĕç-хĕлĕнчи саккуна пăснă тĕслĕхсемпе район прокуратури 168 представлени çырнă, айăплă 157 çынна - дисциплина енĕпе, 28 çынна - административлă майпа явап тыттарнă. Çĕр-шыв, республика ертÿçисем ЖКХ сферинче йĕрке тума хистенипе кăна мар, çакă граждансен хăтлăхне тивĕçтерме кирлине кура çирĕп тĕрĕслев пулмалла. Çавна май прокуратура ку ыйтусене малашне те куçран вĕçертмĕ.


Николай КОНОВАЛОВ

ыйтса пĕлнĕ

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.