ЖКХ

29 Авăн, 2015

Çĕмĕрлесем хĕле хатĕр мар

Вырăнти влаç органĕсене кулленхи çивĕч ыйтусене татса пама пулăштăр тесе çĕршывра 2011 çулхи май уйăхĕнче «Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕ» /ПРХФ/ общество пĕрлешĕвĕ йĕркеленĕ. Регионсенче унăн уйрăмĕсем ĕçлеççĕ. Вăл Чăваш Енре те пур.

Уйрăмăн хастарĕсем корруп­ципе тата тирпейсĕрлĕхпе кĕ­решеççĕ, Раççей Президенчĕн 2012 çулхи майăн 7-мĕшĕнчи указĕсем епле пурнăçланнине тĕрĕслеççĕ.

29 Авăн, 2015

Парăм çивĕчлĕхĕ пурнăç хăтлăхне ан хавшаттăр!

Ку ыйтăва унччен те тĕрлĕ шайра темиçе хут сÿтсе явнă. Чăваш Республикин Строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствин, Чăваш Енĕн патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕн, «Шупашкар межрегионгаз Газпром» уçă обществăн, çавăн пекех ытти ведомствăн специалисчĕсем ушкăнланса районсене, хуласене тухса кайнă, йывăр лару-тăруран тухмалли çул-йĕре вырăнти пуçлăхсемпе пĕрле шыранă.

12 Çурла, 2015

ЖКХ «тĕпсĕр шăтăк» ан пултăр

ЖКХри йĕркесĕрлĕх пирки паян ÿркенменни çеç калаçмасть-тĕр. Çавна май пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхри преступленисенчен сыхланас, вĕсене тупса палăртас ыйту ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи право йĕркине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашлăвĕн ĕнерхи ларăвĕн кун йĕркинче тĕпре пулни пĕртте ăнсăртран мар.

12 Çурла, 2015

Хаклă фильтрпа усă курмасăрах...

Шупашкарта шыв тасатмалли фильтр сутакансем - питĕ хастар. Шыв пахалăхне тĕрĕслес йÿтĕмпе вĕсем хваттерсене кĕреççĕ те хими опычĕсем кăтартаççĕ, унтан: «Шыв питĕ япăх, çавăнпа унпа усă курма юрамасть», - тесе ĕнентерме тăрăшаççĕ.

Пуяс тĕллевпе хăйсен ĕçне питĕ ăста пурнăçлакансене ĕненес-тĕк вĕсем сĕнекен фильтрсен тасатмалли тытăмĕ темиçе шайлă-мĕн, çавăнпа шыв кристалл пек таса пулать, унра сиенлĕ бактерисемпе хутăшсем пачах юлмаççĕ, шывăн тути лайăхланать тата вăл организмшăн та çав тери усăллă-мĕн.

5 Нарăс, 2015

Малтан лицензи илмелле

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра реформа пуçланни темиçе çул, çапах ку тытăмра йĕрки çукрах пулас. Çакна судра пăхса тухнă хăшпĕр ĕçсем çирĕплетеççĕ.

Çĕнĕ Шупашкар хула судĕнче «Новэк» управляющи компанийĕн ĕçне-хĕлне тишкернĕ. Тĕрĕссипе коллектив çинчен сăмах пымасть кунта, пĕтĕм шăв-шав унăн ертÿçи пулнă Ющенкăпа çыхăннă. Компани пăхса тăракан çуртсене ăшăпа тивĕçтернĕ предприятисемпе татăласси питĕ япăхса кайнă. Шăпах вăл директорта ларнă çулсенче.

Pages