Парăм çивĕчлĕхĕ пурнăç хăтлăхне ан хавшаттăр!

29 Авăн, 2015

Ку ыйтăва унччен те тĕрлĕ шайра темиçе хут сÿтсе явнă. Чăваш Республикин Строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствин, Чăваш Енĕн патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕн, «Шупашкар межрегионгаз Газпром» уçă обществăн, çавăн пекех ытти ведомствăн специалисчĕсем ушкăнланса районсене, хуласене тухса кайнă, йывăр лару-тăруран тухмалли çул-йĕре вырăнти пуçлăхсемпе пĕрле шыранă.

Ыйтăвăн çивĕчлĕхĕ, тĕрĕсрех - çут­çанталăк газĕпе усă курнăшăн тата хваттерсене ăшăпа тивĕçтернишĕн тÿлевĕн парăмĕ пурпĕрех чакмасть-ха. Ăна республика Правительстви шайĕнчех тепĕр хут тишкерме тиврĕ. Министрсен Кабинечĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Иван Моторин ку темăпа ятарласа видеоконференци ирттерчĕ. Самаях хĕрÿ калаçу пулчĕ. Район администрацийĕсен пуçлăхĕсен тата çак тивĕçе вăхăтлăх пурнăçлакан ертÿçĕсен пичĕ самаях хĕрелчĕ пулас.

Вице-премьер - строительствăпа архитектура, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Марков пĕлтернĕ тăрăх - усă курнă çутçанталăк газĕшĕн вăхăтра тата туллин тÿлемен, парăм хисепĕ капашсăр ÿссе кайнă районсен шутĕнче - Вăрнар /13,9 млн тенкĕ/, Куславкка /17,9 млн/, Сĕнтĕрвăрри /15,9 млн/, Çĕрпÿ /7,4 млн/ районĕсемпе Улатăр /80,5 млн/, Канаш /61,3 млн/, Шупашкар /447,9 млн/ тата Çĕмĕрле /133,8 млн тенкĕ/ хулисем. Çутçанталăк газĕпе тивĕçтерекен предприятисен умĕнчи вĕсен пĕтĕмĕшле парăмĕ республикăн парăмĕн 95,8 проценчĕпе е 778,6 млн тенкĕпе танлашать.

Олег Иванович Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ районĕсен, Улатăр, Çĕмĕрле хулисен ертÿçисем парăм суммине реструктуризацилес тĕлĕшпе мĕнле ĕçленине тĕплĕ тишкерчĕ, анчах хăйĕн пăшăрханăвне те пытармарĕ: кăтарту чакас, пĕчĕкленес вырăнне çÿлеллех капашать. Август уйăхĕн 21 тата 26-мĕшĕсенче асăннă администрацисен пуçлăхĕсем премьер-министра парăмран «хăтăлма» мĕн-мĕн туни çинчен уйрăммăн пĕлтернĕ. Кашнинех палăртнă вăхăта уçăмлă кăтартса ятарлă хушу панă.

Чăваш Ен Стройминĕ те муниципалитет йĕркеленĕвĕсен влаç органĕсен ертÿçисемпе пĕрле усă курнă çутçанталăк газĕн парăмĕпе татăлмалли çирĕп графикне хатĕрленĕ. 11 район /Улатăр, Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Куславкка, Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Вăрмар, Çĕрпÿ, Çĕмĕрле/ тата 2 хула /Улатăр, Канаш/ администрацийĕсен ăшăпа тивĕçтернĕшĕн тата усă курнă çутçанталăк газĕшĕн пуçтарăнса кайнă парăмпа татăлмалли графике «Шупашкар межрегионгаз Газпром» ООО ертÿлĕхне çитернĕ. Газовиксем хальлĕхе 4 потребителĕн графикне кăна çирĕплетнĕ. Ыттисен çирĕплетменнин сăлтавĕ - парăмпа татăлмалли вăхăта тăсса яни тата тÿлекен енчен гаранти пулманни. Ыйтăва çивĕчлетмесĕр татса пама Чăваш Республикин Прокуратури çумĕнче коммуналлă хуçалăхăн ыйтăвĕсемпе йĕркеленнĕ мобильлĕ ĕç ушкăнĕсем те хутшăнĕç, следствипе суд тытăмĕсем те аякра тăмĕç.

Шупашкарсен парăмĕн «кăтартăвĕ» чи пысăкки - 447,9 млн тенкĕ. «Рекордсменсен» шутĕнче - «Коммунальные технологии» /445 млн тенкĕ/. Унăн представителĕ видеоконференци вăхăтĕнче Правительство пуçлăхĕнчен парăмсене субсидилеме ыйтрĕ. «Эсир ку ыйтăва пĕрремĕш хут мар çĕклетĕр. Пирĕн хурава пĕлетĕр - уйрăм çын предприятине республика бюджечĕн шучĕпе пулăшма чыса çухатман-ха, - пулчĕ хурав. - Парăмсен «шурлăхĕнчен» хăвăр вăйпа тухăр. Çăмăл çулпа чупас текен ахалех нумай...» Представителе ку та çырлахтармарĕ, пулăшу ыйтса республика Пуçлăхĕ патне çырупа тухасси çинчен пĕлтерчĕ. «Çырăр, ку сирĕн ĕç...» - пулчĕ хурав.

Иван Борисович малашне управляющи компанисен ĕç-хĕлне тата çирĕпрех тĕрĕслесе-сăнаса тăрасси, ыйтасси çинчен пĕлтерчĕ. Явапсăррисене прокуратура, следстви, суд тытăмĕсемпе «паллаштарĕç».

Бюджет учрежденийĕсемпе организацисенче малтанхи «ÿкерчĕкех» иккен. Парăмсен суммисем çÿçе вирелле тăратаççĕ. Шупашкарти управляющи компанисен, ТСЖсен, ЖСКсен вăл - 788 млн тенкĕ, Çĕнĕ Шупашкарсен - 446,2 млн тенкĕ. Пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, ÿсĕм - 7:. Оперативлă даннăйсемпе килĕшÿллĕн, бюджет учрежденийĕсем кăçал ăшăпа тивĕçтерекенсене 28,8 млн тенкĕ парса çитереймен. Вырăнти бюджетсенчен финанслаканнисем 20,3 млн тенкĕлĕх парăма кĕнĕ. Чи пысăк парăмлисем - Сĕнтĕрвăрри /1,6 млн тенкĕ/, Çĕрпÿ /1,9 млн/, Етĕрне /1,2 млн/ районĕсем, Улатăр /7,2 млн/, Канаш /1,6 млн/, Çĕмĕрле /2,2 млн тенкĕ/ хулисем. Министр тивĕçĕсене пурнăçлакан О.Марков ЖКХ организацийĕсем парăмпа татăлса пынине, малашне вĕсем мĕнле ĕçленине Строймин куçран вĕçертменнине пĕлтерчĕ.

Чăваш Республикин коммуналлă ху­çалăхне, ăшăпа тивĕçтерекен об<ектсене 2015-2016 çулсенчи хутса ăшăтмалли тапхăра тĕплĕ хатĕрлеме 1187,75 млн тенкĕ уйăрнă. Августăн пĕрремĕшĕ тĕлне ĕçĕн 45,5 процентне пурнăçланă. Эксплуатаци компанийĕсен объекчĕсен 91,2 проценчĕ хатĕр иккен. Пур об<екта та ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпех хатĕрлесе çитерме йышăннă. Районсене илес пулсан 26 муниципалитетран 19-шĕнче хатĕрленÿ ĕçĕ вĕçленнĕ. Коммуналлă хуçалăхри котельнăйсен - 99,2:, ăшăн тĕп пункчĕсен - 100:, ăшă сечĕсен - 99,6:, шыв пăрăхĕсен сечĕн - 99,9:, канализаци сечĕсен - 99,9:, электричество сечĕсен 99,6: юсавлисен шутĕнче. Çапах кунта та кăлтăксăр мар. Сăмахран, 7 котельнăйăн кăмакисем хĕллехи вăхăтра ăшă парасси иккĕленÿллĕ. Шупашкар районĕнче ун пекки 3: иккĕшĕ - Ишлей салинче. Тепри - Çĕнĕ Тутаркасси поселокĕнче. Шупашкар район администрацийĕн специалисчĕ З.Маслова пĕлтернĕ тăрăх - котельнăйсене юсама укçа-тенкĕ куçарнă, ĕçе кĕçех тытăнмалла. Иван Моторин тĕлĕннине пытармарĕ: «Строймин халĕ кăна урăххине ĕнентерчĕ. Хăшĕн сăмахĕ тĕрĕс?» «Уют» обществăпа тунă килĕшÿ вăхăчĕ тухнă иккен, эксплуатаци организацине палăртиччен котельнăйсене хатĕрлеме «Универсал» УКпа калаçса татăлнă. Ишлейри котельнăйсемпе ăшă тата ытти сетьсене вăрах вăхăта арендăна памалли аукцион кĕçех иртмелле. Çĕнĕ Тутаркассинчи котельнăйĕнчи оборудование çĕннипе улăштарнă, ăна газпа хутса ăшăтмалла тунă. Ирĕк паракан документацие хальлĕхе алă пусман.

Пурăнмалли çурт-йĕрĕн фончĕ 99 ытларах процентне юсанă, çĕнетнĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсен хатĕр паспорчĕ пур. Шупашкарти нумай хваттерлĕ 3 çуртра та юсава вĕçлесен вĕсене хатĕр паспортне парĕç.

Видеоконференци пĕтĕмлетĕвĕ çапла: енчен парăмсемпе вăхăтра татăлмастпăр тата котельнăйсемпе сетьсене хĕле хатĕрлесе çитерейместпĕр - явапсăррисем газсăр, ăшăсăр юлас хăрушлăх пысăк.

Юрий ЛИСТОПАД

Рубрика: