Хаклă фильтрпа усă курмасăрах...
Шупашкарта шыв тасатмалли фильтр сутакансем - питĕ хастар. Шыв пахалăхне тĕрĕслес йÿтĕмпе вĕсем хваттерсене кĕреççĕ те хими опычĕсем кăтартаççĕ, унтан: «Шыв питĕ япăх, çавăнпа унпа усă курма юрамасть», - тесе ĕнентерме тăрăшаççĕ.
Пуяс тĕллевпе хăйсен ĕçне питĕ ăста пурнăçлакансене ĕненес-тĕк вĕсем сĕнекен фильтрсен тасатмалли тытăмĕ темиçе шайлă-мĕн, çавăнпа шыв кристалл пек таса пулать, унра сиенлĕ бактерисемпе хутăшсем пачах юлмаççĕ, шывăн тути лайăхланать тата вăл организмшăн та çав тери усăллă-мĕн.
Практика çакна кăтартать: шыв тасатмалли хаклă йышши фильтрсене каçса кайсах мухтакан тата туянма хистекен сутуçăсен сăмахне ытларах чухне ватă çынсем ĕненеççĕ. Хăйсен укçи-тенки пурри-çуккине пăхмасăрах, килĕнчен тухмасăрах тÿрех суту-илÿ-туяну килĕшĕвне тăваççĕ, нухрат çитмесен кредит килĕшĕвне те алă пусаççĕ. Кăшт вăхăт иртсессĕн, тĕплĕн шухăшласа пăхнă хыççăн, çынсем шыв фильтрĕсене тавăрса парса укçине каялла илесшĕн, анчах вĕсене хирĕçлеççĕ: килĕшÿре фильтра сÿтнĕшĕн хушса тÿлесен çеç ăна пăрахăçлама май килнине палăртнă-мĕн, çакăнпа килĕшсе алă пуснă. Паллах, малтанхи тÿлеве те каялла тавăрса памаççĕ.
Кăçалхи май уйăхĕнче Шупашкарти Хусанкай урамĕнчи 65-мĕш çуртра пурăнакан пĕр хĕрарăм та çакнашкал лару-тăрăва лекнĕ. «Аквалайф» ОООпа шыв тасатмалли фильтра туянни çинчен тунă тата кредит килĕшĕвĕсене пăрахăçлас тенĕ вăл, анчах - кăлăхах пулнă унăн çине тăни. Çакăн хыççăн вара Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленине килнĕ. Хăйĕн хваттерĕнчи кранран юхакан шыва управляющи компанипе «Водоканал» АУО представителĕсемпе пĕрле вĕсен яваплăхне уйăракан чикĕсене шута илсе фильтрпа тата унсăр тĕрĕслеме ыйтнă.
ЧР гигиенăпа эпидемиологи центрĕн лаборатори тĕпчевĕн кăтартăвĕсем çакна çирĕплетнĕ: Шупашкарти Хусанкай урамĕнчи 65-мĕш çуртри хваттерти сивĕ шыв пахалăхĕ фильтрпа усă куриччен тата усă курнă хыççăн та СанПиНăн 2.1.4.1074-01 «Ĕçмелли шыв. Ĕçмелли шывпа тивĕçтерекен централизациленĕ тытăмсен шывĕн пахалăхĕ тĕлĕшпе гигиена требованийĕсем. Пахалăх тĕрĕслевĕ. Вĕри шыв тытăмĕсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕлĕшпе гигиена требованийĕсем» гигиена нормисене тивĕçтернĕ.
Енчен те тепĕр енĕ туяну-суту-илÿ килĕшĕвне пăрахăçлама килĕшмест-тĕк, килĕшĕве сĕмсĕррĕн пăсни тата лару-тăру улшăнни çук-тăк - çÿлерех асăннă тĕслĕхри пек - РФ Граждан кодексĕпе килĕшÿллĕн суд органĕсене каймасăр килĕшĕве пăрахăçлама тата тавара каялла тавăрма май килмест. Çавăн пекех РФ Правительствин 1998 çулхи январĕн 19-мĕшĕнчи 55 /-лĕ Постановленийĕпе çирĕплетнĕ «Кирлĕ пек пахалăхлă, апат-çимĕç мар таварсен - урăх виçеллĕ, формăллă, калăпăшлă, ĕлкеллĕ, тĕслĕ е комплектациллĕ çавăн йышши таварпа улăштарма е каялла тавăрса пама юраманнисен - переченĕпе» килĕшÿллĕн йăлара усă курмалли, техника тĕлĕшĕнчен кăткăс таварсене - шыв тасатмалли электричество хатĕрĕсем шăпах çавăн йышшисен шутне кĕреççĕ - урăххипе улăштарма е каялла тавăрса пама юрамасть.
Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн специалисчĕсем çакна палăртса калаççĕ: Шупашкарти коммуналлă шыв сетĕнчи шыв пахалăхĕ тĕрĕслевĕн пĕтĕм кăтартăвĕпе - санитари-хими, микробиологи, паразитологи, радиологи тата ытти те /пĕтĕмпе 41/ - гигиена нормативĕсене тивĕçтерет. Çак шыва хаклă йышши фильтрсемпе усă курса тасатма кирлех мар.
Евгения НИКОЛАЕВА
Комментари хушас