Комментари хушас

12 Çурла, 2015

ЖКХ «тĕпсĕр шăтăк» ан пултăр

ЖКХри йĕркесĕрлĕх пирки паян ÿркенменни çеç калаçмасть-тĕр. Çавна май пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхри преступленисенчен сыхланас, вĕсене тупса палăртас ыйту ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи право йĕркине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашлăвĕн ĕнерхи ларăвĕн кун йĕркинче тĕпре пулни пĕртте ăнсăртран мар.

Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх - ЖКХри преступленисем тĕлĕшпе уголовлă ĕçсем те пайтах, приговорсем те пур. Управляющи компанисене лицензиленĕ май кашни 5-мĕш организаци тивĕçлĕ документа илеймен. Анчах ĕç-пуç йĕркене кĕрет теме иртерех-ха. Компанисем халăхран пухакан укçана ресурссемпе тивĕçтерекен организацисене туллин куçармаççĕ, айккине кăлараççĕ, çавна май пысăк парăмсем капланаççĕ, тÿлевсене чăн тарифсенчен пысăклатса яраççĕ тата ыт.те.

Тарифсем тенĕрен, июлĕн 1-мĕшĕнчен ÿснĕ май вĕсем ахаль те пĕчĕк мар, çакна хăшпĕр вăйсем политикăпа çыхăнтараççĕ. Çав вăхăтрах республика сахал тупăшлă çемьесен хваттер тÿлевĕсене саплаштармалли пособисен виçине кăçал 20% пысăклатни пирки сăмах та çук. Ресурссемпе тивĕçтерекен организацисен умĕнчи парăмсене илес-тĕк - паян республикăри 31 организаци парăмлă. Шупашкарти, Улатăрти, Çĕмĕрлери компанисем...

Шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов тунă доклад кăвайт çине краççын сапнă пекех пулчĕ. ЖКХра укçапа мĕнле кăна иртĕхмеççĕ: бюджет укçипе тĕллевсĕр усă курнă е ăна вăрланă тĕслĕхсем тĕлĕшпе 5 преступление тăрă шыв çине кăларнă* çынсене юхăннă çуртсенчен куçарнă чух йĕркене пăсни пулнă. Кун пирки каланă май Сергей Евстафиевич Етĕрнере 22 хваттерлĕ çурт çĕкленĕ май пурнăçланă ĕçсен калăпăшне ÿстерсе кăтартнине кура 1 млн тенкĕ ытла вăрланă тĕслĕхе асăнчĕ. Патăрьелĕнче вара ĕçлев центрĕн ĕçченĕ тупăш çинчен калакан суя документ хатĕрлесе бюджет укçине хăйĕн кĕсйине чикнĕ. ЖКХ сферинче полици пĕтĕмпе 36 преступление тупса палăртнă. Вĕсенчен 9-шĕ - пысăк тата уйрăмах пысăк виçепе сиен кÿнĕ тĕслĕхсем.

Коммуналлă хуçалăх сферинчи преступленисене тупса палăртмашкăн кăткăс экспертизăсем ирттермелле. ШĔМĕн хăйĕн унашкал майсем çук, Юстмин лабораторийĕ тÿлевсĕр пулăшать. Анчах ĕç нумаййине кура экспертиза ирттересси 6-9 уйăха тăсăлса каять. Çавна май муниципалитетсем çак ĕç валли укçа уйăрни вырăнлă. Шел те, министр каланă тăрăх, хальлĕхе çапла тумашкăн тĕп хула администрацийĕ кăна май тупать. Михаил Игнатьев ку лару-тăрупа çураçма пултараймарĕ: «Темиçе уйăх иртет те - йĕркене пăснă компанисенче çак вăхăтра тивĕçлĕ документсене «çисе яма» ĕлкĕреççĕ вĕт. Унта лайăх «тирпейлÿçĕсем» пур». Çавна май вăл Строительство министерствине экспертизăсем валли бюджетран та укçа уйăрассине пăхса хăвармашкăн хушрĕ.

Чăваш Ен прокурорĕ Сергей Легостаев та хурине шурă пек кăтартас кăмăллă пулмарĕ. Çулталăк пуçланнăранпа прокуратура ЖКХ сферинче саккуна пăснин 1,7 пин тĕслĕхне тăрă шыв çине кăларнă. Явап тыттарнисен йышĕ - 700 çын ытла. Вăл та хăшпĕр тĕслĕхе пайăррăн асăнчĕ. Сăмахран, Канашра тăхăр çуртра пурăнакансен пухăвĕсене ирттернĕ пек кăтартса суя протоколсем хатĕрлени. Е тата - «Коммуналлă технологисем» ООО хăйне çывăх юридици тытăмĕсене 100 млн тенкĕ ытла кивçен пани. Çав вăхăтрах КТ хăй ăшăпа тата вĕри шывпа тивĕçтерекен организаци умĕнче 400 млн ытла тенкĕлĕх парăма кĕрсе кайнă. Ку тĕслĕхпе материалсене уголовлă ĕç пуçарма право хуралĕн органĕсене панă. Кĕскен калас-тăк, пĕтĕмлетрĕ прокурор, тивĕçлĕ тытăмсем кĕрĕк арки йăваласа лармаççĕ пулин те ЖКХ сферинче право хуралĕн органĕсен ĕçлемелли пайтах-ха. «Коммуналлă технологисем» пирки республика ертÿçи те уйрăммăн чарăнса тăчĕ: «КТ ыйтăвне татса парассине вĕçлемелле. Эпĕ унăн бенефициарĕсемпе тĕл пултăм. Вĕсем хăйсем чи ăслисем тесе шухăшлаççĕ, эпир нимĕн те ăнланмастпăр теççĕ пулас... Тÿлемеççĕ, çав вăхăтрах процентсăр кредитсем параççĕ...»

ЧР Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçи Сергей Димитриев управляющи компанисене лицензиленипе çыхăннă ĕçпе паллаштарчĕ. 28 компание лицензи пама хирĕçленĕ. Анчах Сергей Петровича лицензи памалли йĕрке çирĕп пулманни пăшăрхантарать. Ун шухăшĕпе - «хаяртарах» требованисем кирлĕ, унсăрăн темиçе тенкĕлĕх устав капиталĕллĕ, яваплăха пачах та туйман компанисем нумай хваттерлĕ çуртсене услам илес тĕллевпе кăна ярса илесси те инçе мар. Вăл темиçешер уйăх укçа тÿлемесĕр ресурссемпе тивĕçтерекенсен умĕнче пысăк парăма кĕнĕ компанисене уйрăммăн асăнчĕ: «Рябинка», «Центр», «Стрелка-М» тата ыттисем. Çĕмĕрлери «Теплоэнерго» МУП газшăн хывман тÿлев виçи 127 млн тенкĕрен те иртнĕ.

Çĕмĕрле тенĕрен, унти лару-тăрупа федерацин республикăри тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров уйрăмах кăсăкланчĕ те - вице-премьер - Строймин ертÿçи Олег Марков хулари ĕç-пуç питĕ йывăррине пытармарĕ: «Çак лару-тăру чылай çул капланса пынă...» Олег Иванович шухăшĕпе - Çĕмĕрлере çĕнĕ йышши блоклă котельнăйсем хута яни лару-тăрăва çăмăллатма май парĕ. Анчах çакă та паян-ыранах пулакан ĕç мар - темиçе çул кирлĕ. Михаил Игнатьев вара хваттерсене уйрăммăн хутса ăшăтмалла туни лайăххи çинчен каларĕ: «Кашни хваттерте - хăйĕн газ кăмаки. Ăшăпа мĕн чухлĕ усă курнă - çын çавăн чухлĕ тÿлет. Пурте кăмăллă».

Координаци канашлăвĕн асăннă ыйтупа тунă йышăнăвĕнче ларура панă сĕнÿсем вырăн тупрĕç. Вĕсене пурнăçлани, паллах, ЖКХ сферинчи йĕркелĕхе çирĕплетме пулăшĕ.

Ларура республика территорине чикĕ леш енчен ялхуçалăх продукцийĕн, чĕртаварпа апат-çимĕçĕн уйрăм тĕсĕсене кÿме чарнине пурнăçлас ĕçе те тишкерчĕç. Экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин тивĕçлĕ тытăмсемпе пĕрле йĕркеленĕ рейдсен кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Чăваш Ен ют çĕршывсемпе чикĕленменнине кура кунта тÿрремĕнех ют патшалăхсенчен кÿме чарнă таварсене илсе килнине тупса палăртман. Çапах «Лента» сеть лавккинче, сăмахран, Данирен тата Францирен илсе килнĕ сыра сутлăха кăларнине çирĕплетнĕ.

Чикĕ леш енчен Раççей урлă тепĕр çĕршыва илсе каякан таварсем кунта «чарăнасран» сыхланмалла. Çавăн пекех ют патшалăхсенчен кÿрекен апат-çимĕç калăпăшĕ чакнине кура хаксем ÿссе каясран хамăрăн тивĕçлĕ саппас йĕркелемелле - кун пирки Михаил Игнатьев ялхуçалăх министрне асăрхаттарчĕ.

Николай КОНОВАЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.