Коммуналка «хура шăтăк» ан пултăр
ЖКХ тĕлĕшпе халăхра кăмăлсăрлăх пысăкки вăрттăнлăх мар. Ахальтен мар ĕнтĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та ку сферăри ĕç-пуçа куçран вĕçертмест - çирĕп сăнаса тăрать.
Çавна май Чăваш Ен Стройминĕ, Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕ ресурссемпе тивĕçтерекен организацисене хывакан тÿлевсен мониторингне тĕпе хурать. Çак тимлĕх кăтартăвĕ - ЖКХ сферинче саккуна пăснă тĕслĕхсене тăрă шыв çине кăларни. Унашкаллисен шутĕнче, тĕслĕхрен, суд Çĕнĕ Шупашкарти «Новэк» управляющи компанин экс-директорĕ тĕлĕшпе палăртнă, вăя кĕнĕ приговор. Тĕпчев çирĕплетнĕ тăрăх - Ющенко господин асăннă УК директорĕнче ĕçленĕ май çак управляющи компани тытса тăракан пурăнмалли çуртсене тивĕçтернĕ ăшăшăн туллин тÿлесе пыман. Пысăк парăм капланнă - 150 млн тенкĕ ытла. Çавна май хайхи çуртсене ăшă парса тăма пăрахас хăрушлăх тухса тăнă. Çав вăхăтрах хваттерсенче пурăнакансем управляющи компание коммуналлă тÿлевсене хайхи парăма татмашкăн çителĕклĕ тÿлесе пынă.
Тепĕр тĕслĕх - «Коммуналлă технологисем» ОООпа çыхăннăскер. Унăн ертÿçинче ĕçленĕ В.Лучинкина РФ Уголовлă кодексĕн 160 статйин 4-мĕш пайĕпе /укçана уйрăмах пысăк виçепе тăкакласа пĕтерни/ пăхнă виçĕ преступленишĕн айăплаççĕ. Следстви версийĕпе килĕшÿллĕн асăннă предприятие ертсе пынă май вăл тăванĕсемпе пĕлĕшĕсен фирмисемпе автотранспорт, пÿлĕмсем тара илесси, пурлăх сутасси-туянасси пирки килĕшÿсем тунă - пысăкрах хаксемпе. Çакăн хыççăн «Коммуналлă технологисем» çав фирмăсене укçа куçарса пынă. Саккуна пăсса пĕтĕмпе 64 млн тенкĕ ытла тăкакласа пĕтернĕ.
Çĕмĕрле районĕн сучĕ С.Миронов тĕлĕшпе приговор палăртнă. Ăна Уголовлă кодексăн 159, 196, 201 статйисемпе айăпланă. Следстви тата суд çирĕплетнĕ тăрăх - Миронов «ЖКУ» ООО хуçи пулнă май потребительсенчен коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн илнĕ укçана юристсен кирлĕ мар тата ытла та хаклă пулăшу ĕçĕсемшĕн, çавăн пекех «Строитель» ОООран туяннă ăшă энергийĕн калăпăшне палăртассипе çыхăннă ĕçсемшĕн тÿлеме янă. Сиенĕн пĕтĕмĕшле виçи 7 млн тенкĕрен иртнĕ. Унсăр пуçне ют пурлăха пысăк виçепе вăрланă - «Центр» СК» тата «Тепло-Сервис» ОООсене пурлăх тĕлĕшĕнчен сиен кÿнĕ. Суд Миронов айăпне çирĕплетнĕ май ăна 5 çул та 6 уйăхлăха ирĕклĕхсĕр хăварма, пĕтĕмĕшле режимлă колоние ăсатма, 1 млн тенкĕлĕх штрафлама йышăннă.
Кусем - ЖКХри йĕркесĕрлĕхĕн уйрăм тĕслĕхĕсем кăна. Çак сферăри пулăшу ĕçĕсен рынокĕнче тÿрĕ кăмăллă мар компанисем тымар ярасран сыхланас тĕлĕшпе 2015 çулчченхи майăн 1-мĕшĕччен УКсене лицензилемелли йĕрке пулăшас шанăç пур. Чăваш Енĕн Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçин тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Виктор Кочетковăн шухăшĕпе - лицензилени асăннă сферăна шанчăксăр управляющи компанисенчен тасатма май парĕ. Компанисен 20% вăл е ку сăлтава пула лицензи илеймест-тĕр. Шанчăклисем, чăннипех потребительсемшĕн тăрăшаканнисем кăна юлсан тем пекехчĕ.
К.АНТОНОВ