ТСЖ председательне штрафланă

17 Ака, 2014

Шупашкарти Калинин районĕн прокуратуринчен граждансем пулăшу ыйтрĕç - «Веста-30» ТСЖ Гагарин урамĕнчи 30/1 çурта пăхса тăнă чух саккуна пăсни пирки пĕлтерчĕç. Тĕрĕслев çынсен кăмăлсăрлăхĕ сăлтавсăр пулманнине çирĕплетрĕ.

Патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕн тата МЧС специалисчĕсене явăçтарса тĕрĕслев ирттернĕ май çуртăн пурте усă куракан вырăнĕсенче тĕрлĕ ăпăр-тапăр пайтаххине палăртнă - хваттерсенче «ытлашши» пулнă сĕтел-пукантан пуçласа пахча-çимĕç упрамалли ешчĕксем таранах. Çурт çумĕнчи территори те тирпейсĕр, лампочкăсем хÿтлĕх плафонĕсĕр... Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене те уяман.

Тĕрĕслев кăтартăвĕсене тĕпе хурса ТСЖ председателĕ тĕлĕшпе административлă правăна пăсни çинчен калакан ĕç пуçарнă, çитменлĕхсене пĕтермешкĕн представлени çырнă. Çакăн усси пур - çуртра йĕрке тунă. Паллах, ТСЖ председательне яваплăхсăр хăварман - 4 пин тенкĕлĕх штрафланă.

 

Шупашкарти Калинин районĕн прокурорĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.