Комментари хушас

17 Ака, 2026

Çĕнĕ Шупашкарта 50-мĕш автобус çÿреме тытăннă

Çĕнĕ маршрута ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче хута янă. Вăл «Юхан шыв порчĕпе» «9-мĕш микрорайона» çыхăнтарать. Çапла майпа 50-мĕш автобус 11-мĕшне улăштарĕ, çулталăк тăршшĕпех çÿрĕ.

Маршрут вăрăмăшĕ – 9,6 км. Ку çулпа пĕчĕк класлă 4 автобус çÿрĕ, вĕсен хушши 20 минутпа танлашĕ.

50-мĕш автобус кайнă чухне Промышленноç, Силикат, Коммунизм, Терешкова, Совет, Интернационалист воинсен урамĕсем витĕр тухать. Каялла каймалли çулĕ Интернационалист воинсен, 10-мĕш Пилĕк çуллăх урамĕсем, Ельниково тăкăрлăкĕ, Винокуров, Женя Крутова, Силикат, Промышленноç урамĕсем витĕр выртать.

Çĕнĕ маршрута хута ярасси «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Хăрушлăхсăр çулсем» проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланнă.

www.hypar.ru

Рубрика: