Шăрăх та пулĕ, çумăр та çăвĕ: çуллахи çанталăк çинчен

17 Ака, 2026

Синоптиксем маларах палăртнă тăрăх, çуллахи чи шăрăх вăхăт, йăлана кĕнĕ пек ĕнтĕ, утă уйăхĕнче пулĕ.

Ун чухне 30 градус таран ăшă пулĕ. Çавăн пекех шалкăм çумăр çусах тăрĕ, аслати тăтăш авăтĕ.

Ăшă кунсен шучĕпе çурла уйăхĕ – 2-мĕш вырăнта. Çумăр ытти чухнехинчен ытларах çăвĕ, аслати сахалрах авăтма тытăнĕ. Çанталăк 30 градус таран ăшăтас шанăç 60%-па танлашать.

Çĕртме уйăхĕнче те çавăн пекех ăшă пулĕ. Кашни виççĕмĕш кун аслати авăтĕ.

www.hypar.ru Ÿкерчĕке Чат ГПТ пулăшнипе хатĕрленĕ

Комментари хушас