Archive - Jun 2016

июня 30th

Помидора пирĕн тăрăхра тахçантанпах çитĕнтереççĕ, анчах çак пахчаçимĕçе кирлĕ пек пăхма пурпĕрех пĕлсех каймастпăр. Калча çитĕнтерме пурте пĕлетпĕр-ха, лартатпăр та — ашкăрса каять хайхискер. Çеçки вăйлă, çимĕçĕ вара — сахалрах.

Помидор тĕмĕнчен хăвăртрах тата шултрарах çимĕç илес тесессĕн тĕмĕн ытлашши çулçисене тата турачĕсене иртмелле. Кун пек чухне тымар çимĕç туратне тата ăна тăрантаракан çулçăсене çеç сĕткенпе тивĕçтерет.

Милĕк сиплĕ, техĕмлĕ пултăр тесен ăна вăхăтра касмалла, тĕрĕс типĕтсе упрамалла.

Тĕрлĕрен йывăç-курăкран хатĕрлеççĕ ăна. Чи анлă сарăлни — хурăн. Унăн шăрши ырă, çапăнма та пехетлĕ. Хурăн милĕке çĕртме уйăхĕн çурринчен утă уйăхĕн пуçламăшĕччен касса хатĕрлеме юрать. Çамрăк йывăç турачĕ аванрах. Йывăçа йăлтах касса тĕплеме кирлĕ мар, ытлашши сиен кÿмесĕр, темиçе йывăç турачĕсене иртмелле. Каснă туратсенчен тÿрех милĕк çыхмаççĕ. Пĕр талăк пек сулхăнра шантармалла.

Вĕлтрен — сиплĕ курăк. Вăл апат-çимĕç пĕçерме аван. Ака уйăхĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕчченех тĕрлĕрен яшка, салат хатĕрлеме усă кураççĕ.

Çавăн пекех вĕлтрен килти хуçалăхра питĕ кирлĕ ÿсен-тăран. Çулçăри фитонцидсене пула вăл аш-пăша, пулăна пăсăласран упрать. Тĕслĕхрен, çул çÿреве тухсан пулă тытнă тейĕпĕр. Пулă ăшне кăларса вĕлтрен хурсассăн, унпа чĕркесессĕн пулă чылай упранĕ.

Сĕт йÿçĕхесрен савăта вĕлтренпе çумалла, сĕте пĕр-икĕ турат вĕлтрен ямалла. Вăл хăвăрт йÿçĕхмĕ.

Вуза вĕренме кĕрекенсен çăмăллăхĕсем /льготы/ çинчен çырсан аванччĕ.

Л.ГАВРИЛОВА.

Шупашкар районĕ.

Хăшпĕр абитуриентăн РФ саккунĕпе килĕшÿллĕн вĕренме кĕме çăмăллăхпа усă курма ирĕк пур. Пĕр-пĕр аслă вĕренÿ çурчĕ çăмăллăхçăсене юриех курмăш тума пултарать. Вĕренме кĕме хатĕрленекенĕн хăйĕн прависене пĕлмелле.

2016 çулта çăмăллăхсен çакнашкал тĕсĕсем пур.

I. Вуза экзамен тытмасăр е конкурса хутшăнмасăр кĕме май паракан çăмăллăхсем.

Вăрмана каякан пушă алăпа таврăнман теççĕ. Мĕн авалтан этем вăрман ырлăхĕпе усă курнă. Хурăн çырли вăхăчĕ халĕ. Çак çырлана çĕртме-утă уйăхĕнче пуçтараççĕ. Кăçал вăл иртерех пиçме пуçларĕ.

Хурăн çырли пуçтарасси пит ансатах мар. Вĕтĕскерне 1-2 литр пуçтарассишĕн мĕн чухлĕ кукленмелле. Çавăнпах-тăр вăл пасарта чи хакли. Ун пек техĕмми, ырă шăршăлли пур-ши тата? Хакне пăхмасăрах вăрман çырли тутанса пăхас текенсем сахал мар — туянаççĕ.

Pages