Archive - 11 Çĕртме, 2016

11 Çĕртме, 2016

«Чăваш хĕрарăмĕ» 22 /944/ №. 11.06.2016

11 Çĕртме, 2016

Хирти Выçли тĕррисем

— Тахçан кĕтÿ каясса кăна кĕтсе тăраттăм. Пушă сасси илтсенех ĕнене кăларса яраттăм та тутлă ыйха путаттăм. Хуняма çук — вăрçакан çук, хуп турттар кăна… Ÿкĕнетĕп халь, кахалланса мĕн чухлĕ вăхăта сая янă çавăн чухне. Тĕрлеме тытăннăранпа ыйхă çинчен пачах мантăм.

11 Çĕртме, 2016

Çырăнатпăр хаçата, туслăх пытăр-и малта?

Çĕнтерÿçĕсене Михаил Арланов саламларĕ.

«Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат тусĕсен хушшинче иртнĕ çулăн вĕçĕнче такмаксен конкурсне пĕлтернĕччĕ. Ăна пĕтĕмлетнине, çĕнтерÿçĕсен ячĕсене хаçатра çырса пĕлтернĕччĕ.

Çĕнтерÿçĕсене чыслама çак кунсенче Пичет çуртне йыхравларăмăр. Хĕрÿ ĕç тапхăрĕнче — ялта çулла ĕç сахал-и — кун чухлĕ çын килессе редакци ĕçченĕсем шанманччĕ. Вăхăта шеллемесĕр ытти авторпа паллашма, йышпа савăнма кăмăл тунишĕн тепĕр хутчен тав сире!

11 Çĕртме, 2016

«Ĕç çынни çинчен çырсан - кăмăл тулать»

Ĕне сăвакан е суха тăвакан, вĕрентекен е сывлăха сиплекен, ялти ятлă ватă е пĕчĕк те пултаруллă шăпăрлан — такам çинчен те хайлавсем шăрçалать, пурăнма та ĕçлеме пулăшать вăл. Етĕрне районĕнче тухса тăракан «Ĕç ялавĕ» хаçатра 2001 çултанпа тăрăшать Екатерина Казакова.

11 Çĕртме, 2016

Ял хастарĕсем ăмăртрĕç

Пĕтĕм Раççейри ял спорт вăййисене 1995 çултанпа ирттереççĕ. Кăçалхипе 18-мĕш хутчен йĕркелерĕç ăна. Çак ăмăртăва Чăваш Енре иккĕмĕш çул ĕнтĕ Шупашкар районĕ йышăнать. Йăлана кĕнĕ ăмăрту ял хастарĕсемпе маттурĕсене — республикăри мĕнпур районтан пухăннă 800 яхăн спортсмена — иртнĕ канмалли кунсенче Янăшра пуçтарчĕ.

11 Çĕртме, 2016

Ачасен йышĕ ÿсет, тăлăхсен шучĕ чакать

Çак çĕр çине килнĕ кашни çын телей пирки ĕмĕтленет. Паллах, кашнин телей кайăкĕ — расна. Анчах та амăшĕсенчен çак ăнлав пирки ыйтсан, пĕрре те иккĕленместĕп, пурте ăна ачисемпе çыхăнтарĕччĕç. Ачасен йăлтах лайăх пулсан кăна амăшĕ хăйне чăнласах телейлĕ туйма пултарать. Ытти вара... Ытти пирки, тепĕр тесен, шухăшлама вăхăт пури-и вара амăшĕн?..

11 Çĕртме, 2016

Çанталăк ашкăнать

Патăрьел тăрăхĕнчи хуçалăхсене пăрлă çумăр шар кăтартнă

Çанталăк календарь йĕркине пăхăнма пăрахни пирки хамăр хаçатра çырсах тăратпăр. Кăçал çуркунне çитмесĕрех юр ирĕлме пуçларĕ. Темиçе çул каялла тавралăха илем кÿрекен чечексем пăрпа витĕнни, йывăçсем авăнса хуçăлни асрах. Хăш-пĕр çĕрте вутă-шанка çаплипех тирпейлесе пĕтереймен.

Çу пуçламăшĕнче, йывăç-курăка, пахчаçимĕçе вăй илме пулăшакан çумăра кĕтсе халтан кайрăмăр. Килчĕ-ха çумăрĕ, çурĕ, анчах çĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕнче республикăн кăнтăр районĕсем ăна пула шар курнă.

11 Çĕртме, 2016

Дантес çулĕ

1837 çулхи кăрлач уйăхĕн 22-мĕшĕнче Санкт-Петербургра çамрăк мăшăр венчете тăнă — француз поручик Жорж Дантес Екатерина Гончаровăна качча илнĕ. Шел те, ку мăшăрлану çын куçне улталамалли мел кăна пулнă — арçын тин кăна Турă умĕнче яваплăха илнĕ арăмĕн аппăшĕ хыççăн чупнă.

Ку мăшăрлану та инкеке кăшт кăна каярах чакарнă. Александр Пушкин Дантеса çапах та дуэле чĕнсе кăларнă. Хирĕç-тăру мĕнпе вĕçленнине пурте пĕлетпĕр. Анчах та çын вĕлерекенĕн хăйĕн пурнăçĕ каярахпа мĕнле çаврăнса тухнă-ши?

Принципсăр пуçтах

Pages