Archive - 17 Çĕртме, 2016

17 Çĕртме, 2016

«Капкăн» журналăн кăçалхи 6-мĕш номерĕ кун çути курчĕ

«Капкăн» журналăн кăçалхи 6-мĕш номерĕ кун çути курчĕ. Хуплашкана Николай Никифоровăн «Хамăр ÿстерни - ют çĕршывран кÿрсе килнинчен пахарах» карикатурипе илемлетнĕ. Иккĕмĕш страницăра илемлĕ ÿкерчĕк тата кулăш ярăмĕ пур. Виççĕмĕшпе тăваттăмĕш страницăсенче ял хуçалăх темипе хатĕрленĕ материалсем: "Хурах! Ял авăра путать!", "Ĕни манăн, сĕчĕ улпутăн".

"Пурнăç - пăрăç, хÿри - пăрăнăç", "Пулать вĕт", "Çапла çав" тата ытти рубрикăсенче сире интереслĕ материалсем кĕтеççĕ. Хушма ятсем.

Çавăн пекех кунта Светлана Асаматăн "Поездри тĕлпулу" калавне вырăн панă. Кроссворд тата илемлĕ ÿкерчĕксем пур.

17 Çĕртме, 2016

ĔНИ МАНĂН, СĔЧĔ УЛПУТĂН

Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх Чăваш Республикинче мăйракаллă шултра выльăх шучĕ чакса пырать. Ĕнесен пысăк пайне уйрăм хушма хуçалăхсенче кăна тытаççĕ. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсене шанса ларнипе сĕт-турăх сĕтел çине килмесен те пултарать. Çавăнпа та уйрăм хушма хуçалăхсене ĕне выльăх ĕрчетме майсем туса памаллах-тăр. Анчах паянхи куна кунашкал пулăшу тÿнтерле пулса пынăн туйăнать. Сĕт-çу завочĕсем сĕте йÿнĕпе туяннăран. Тупăш илеймесен ĕне тытса нушаланнинче мĕн усă?

17 Çĕртме, 2016

Хушма ятсем

«ДЕСАНТНИК»

Якку Петĕркки – «Десантник»!
Ялта ят ахаль тухман:
Урине хуçса амантнă -
Хăй çарта пулса курман.
Ют матка патне кайсассăн,
Çатан урлă сикнĕ чух

17 Çĕртме, 2016

Хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене сÿтсе явнă

РФ Хăрушсăрлăх Канашĕн Секретарĕн тата РФ Президенчĕн ФАОри полномочиллĕ представителĕн Чăваш Республикинче иртнĕ пĕрлехи канашлăвĕ хыççăн Николай Патрушев, Михаил Бабич тата Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри экологи тата информаци хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерекен темиçе предприятие çитсе курнă.

17 Çĕртме, 2016

Фестивале юбилее халалларĕç

Çĕртме уйăхĕн 15-17- мĕшĕсенче Шупашкарта "Уçă Атăл — 2016" маркетингпа реклама фестивалĕ иртрĕ.

Совет Союзĕ саланнă хыççăнах унччен ун йышĕнчи республика шутланнă çĕршывсенчен /Литвапа Латви тата Эстонисĕр пуçне/ Никама пăхăнман патшалăхсен пĕрлĕхне /НППП/ йĕркеленĕ. Тĕрлĕ сăлтава пула Грузи унтан тухнă. Халĕ 11 çĕршыв пĕр-пĕринпе хутшăнса аталанаççĕ. Республика тĕп хулине шăпах вĕсен представителĕсем килсе çитнĕ. Фестивале НППП туса хунăранпа 25 çул çитнине халалларĕç. Тĕп уява авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче Бишкекре /Кăркăсстан/ ирттерме палăртнă.

17 Çĕртме, 2016

Пурнăçра та, спектакльте те ăрусен çыхăнăвĕ пурри аван

Чăвашсен хальхи музыка искусствине кăмăллакансем Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн пултарулăх ертÿçин тата тĕп дирижерĕн Ольга НЕСТЕРОВĂН пултарулăхне пысăка хурса хаклаççĕ. Çак театрта1987 çултанпа тăрăшаканскер хальччен пулман шухăшсемпе хăюллă проектсен авторĕ пулнине палăртаççĕ.