Archive - 2017

сентября 22nd

22 Sep, 2017 | Хыпар | Спорт | Астăвăм

Шăмăршă районĕн Хисеплĕ гражданинĕ, нумай çул совет, патшалăх тата общество органĕсенче тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕ, çак тăрăхри Анат Чаткасра çуралса ÿснĕ В.И.Максимов авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕренпе 75 çул çитрĕ.

Совет Союзĕнче пурăнакан кашни ача çĕршывăн тĕп хулине кайса курма ĕмĕтленнĕ ахăртнех. Вăл çамрăксене кăна мар, çитĕннисене те илĕртнĕ. Телейлисен йышне пултаруллисемпе маттуррисем лекейнĕ. Чăваш пионерĕсем Мускава хавхаланупа çитнĕ пулĕ. Çак сăн ÿкерчĕке 1929 çулта тунă.

Хисеплĕ вулаканăмăрсем! Эсир те килте упранакан сăн ÿкерчĕксене пирĕн редакцие ярса пама пултаратăр.

 

Пуçламăш утăмсене кăна тăваççĕ-ха вĕсем. Анчах вĕсем сулмаклă. Ĕçĕн ырă кăтартăвĕсемпе çитĕнĕвĕсем те пур. Сăмахăм Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Мăрат шкулĕнчи вĕренекенсен шырав юхăмĕ пирки.

Чăваш Енри ăнăçлă ĕçлесе пыракан предприятисем Мускавра юпа уйăхĕн пуçламăшĕнче иртекен Раççейри «Ылтăн кĕркунне» агропромышленноç куравне хутшăнма хатĕрленеççĕ. Выставкăра Вăрмар районĕнчи Владимир Ивановăн хресчен-фермер хуçалăхĕ хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе выльăх ĕрчетекен чи лайăх çемье ферми пек паллаштарĕ. Çитĕнĕвĕ вара çак фермерăн темĕн чухлех.

сентября 21st

Эпĕ 8-мĕш класра вĕренетĕп. Чун мĕнле ыратнине хальччен пĕлменччĕ. Аслисенчен илтнĕ-ха, анчах çак пĕлтерĕше ăнланман. Манăн аттепе анне ниçта та ĕçлемеççĕ. Икĕ ĕне усратпăр, вăкăр самăртатпăр — çав укçапа пурăнкалатпăр. Пирĕн ялта ĕç çук, çавăнпа анне килте тăрмашать. Атте маларах Мускава çÿретчĕ. Ĕçлесе таврăнсан укçине эрех-сăра ĕçсех пĕтеретчĕ. Юлашки вăхăтра юлташĕсем ăна пĕрле илсе кайми пулчĕç.

Pages