Archive - 2017
декабрь 18th
"Чăваш хĕрарăмĕ", 49 (1022) №, 16.12.2017
Кашни сăнарĕнче — манми чăвашлăх
Пĕчĕк хуранăн тĕшши тутлă
Ÿркенмен ăста пулнă
Чăваш хĕрарăмĕ мĕн авалтан хăйне евĕр пултарулăхпа — типтерлĕ ăл ĕçĕпе — палăрса тăнă. Качча каякан хĕрĕн тĕрĕллĕ япалисене пулас мăшăрĕн тăванĕсем тÿнтер енчен пăхса пахалани ахальтен мар: чăннипех çыпăçуллă тĕрĕçĕн пĕр тĕвĕ те куçа курăнмалла пулман.
Алăкран шаккать… Йытă
Тухăç календарĕпе пурăнма пуçланине сиссе те юлаймарăмăр. Е Качакана кĕтсе илетпĕр, е Сыснана… Кăçал вара акă алăкран Йытă шакканине пĕлтерчĕç. Мĕнех, начар чĕр чун мар. Начар кăна мар, хуçине ун пек парăннă чĕр чуна урăх шыраса та тупаймăн. Кăмăл хуçăк чухне юнашар пырса лăпкăн выртать вăл, тунсăха пĕрле пайлать, кăшт хавасланнине сиссенех хÿрине пăлтăртаттарса выляма ыткăнать. Хуçа сĕтелĕ çинчен пĕр-пĕр шăмă татки çаклансан та унран телейлĕреххи урăх никам та çук тейĕн. Апла пулсан, йытăпа пĕр чĕлхе тупса туслашмалли кăна юлать. <...>