Archive - Ноября 2017

ноябрь 17th

Асăннă ярăмра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем пирки чылай çыртăмăр. Вĕсенчен нумайăшĕ фронтрине аса илме, вăрçă вут-çулăмĕ, йывăрлăхсем çинчен каласа пама юратман-мĕн.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ăсчахсен канашĕн залĕнчи «çавра сĕтел» хушшине пухăннă студентсемпе преподавательсем унăн кашни сăмахне ăша хывма тăрăшрĕç. Республика кунне халалланă савăнăçлă мероприятисене хутшăнмашкăн Шупашкара мăшăрĕпе Галина Алексеевна доцентпа килнĕ РАН академикĕ, СССР Патшалăх премийĕн лауреачĕ, РФ ăслăлăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, биологи наукисен докторĕ Юрий Андреевич Владимиров. Аслă шкулта вĕренекен медиксемпе тата химиксемпе курнăçмашкăн тĕв туни сăлтавсăр мар…

17 Ноября, 2017 | Хыпар | Культура | Юбилей

Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне Патăрьел районĕнче пурăнакансем питĕ сумлăн паллă турĕç. Ку уява вĕсем пысăк çитĕнÿсемпе кĕтсе илчĕç. Унсăр пуçне Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн çав кун районта çĕнĕ 3 объект уçăлнипе те асра юлчĕ.

ноябрь 16th

Суту-илÿ центрĕсем халăха темĕнпе те илĕртеççĕ: япала туянатпăр, кино куратпăр, кафере ларатпăр… Çакăнтах инкек пуласси пирки шухăшлатпăр-и-ха? Сăмахран, тăрук пушар тухасси е террористсем ярса илесси пирки. Телее, пирĕн республикăра ку енĕпе пурнăç лăпкă. Çавăнпа унта-кунта хăрамасăрах тухса кĕретпĕр. Мегаполиссенче вара, Мускавра тĕслĕхрен, суту-илÿ центрĕсенче бомба хуни çинчен тăтăшах суя хыпар пĕлтереççĕ. Икĕ çул каялла хам та ун пек лару-тăрăва лекнĕччĕ.

Никам та кăсăкланмасть

Анне ăшшипе, унăн çепĕçлĕхĕпе, юратăвĕпе мĕн танлашайĕ-ши çак çĕр çинче? Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн 4-мĕш курсĕнче вĕренекен Елена Худанина çывăх çыннине куççульсĕр аса илеймест.

«Телеюрă» кăларăма йĕркеленĕ Александр ОСИПОВ журналиста Чăваш Енре пĕлмен-палламан çын та çук пулĕ. Вăл концертсене ертсе пырать кăна мар, телекуравра çанталăкпа, культура хыпарĕсемпе паллаштарать.

Pages