Archive - Чÿк 2017
ноябрь 24th
Кондрашкин кÿлепеçĕ Шупашкарта Купрат хан палăкне лартма сĕнет
Электронлă меслете суйлакансен шучĕ ÿсет
Шупашкар хулин администрацийĕ кÿрекен муниципалитет пулăшăвĕсенчен 22-шне электронлă мелпе илме май пур. Вĕсенчен чи анлă сарăлни — пепкене ача садне черете тăратасси.
Лайăхрах та, хăвăртрах та
Хула администрацийĕн муниципалитет пулăшăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Наталья Романова пĕлтернĕ тăрăх — кăçал Шупашкарти 7400 çын ывăл-хĕрне ача садне черете тăратнă, вĕсем пурте — 100% — электронлă меслетпе усă курнă. Ашшĕ-амăшĕ асăннă черет еплерех куçнине компьютер урлах тĕрĕслесе тăма пултарать.
Кил-çурт, хушма хуçалăх ", 46 (945) №, 23.11.2017
"Хресчен сасси", 46 (2684) №, 22.11.2017
"Тантăш", 46 (4563) №, 23.11.2017
«Çамрăксен хаçачĕ», 46 (6190) №, 23.11.2017
Кашкăрсемпе тĕл пуличчен хăй никама та кирлине туйман
"Хыпар", 155-156 (27270-27271) №, 24.11.2017
Журналистсене – преми
ЧР Журналистсен союзĕ Çемен Элкер, Николай Никольский тата Леонид Ильин ячĕллĕ премисене илмелли ĕçсене йышăнма пуçланă.
Конкурссене Журналистсен союзĕнче тăракансем, Чăваш Енри массăллă информаци хатĕрĕсенче, информаци агентствисенче, пресс-службăсенче тата ытти медиатытăмра ĕçлекенсем хутшăнма пултараççĕ. 2017 çулта хаçат-журналта пичетленнĕ, радиотелеканалсен эфирне тухнă, информаци агентствисен сайтĕнче тата уйрăм кĕнекен кун çути курнă ĕçсене раштавăн 20-мĕшĕччен йышăнаççĕ.