Archive - 20 Ноября, 2017

Трактор тăвакансен культура керменĕнче иртнĕ ытлари кун халăх туллиех пухăнни — ăнсăртран мар. Куракан кăмăллакан «Çăлкуç» халăх театрĕ 35 çул тултарнине паллă турĕ.

Патшалăх пулăшать

Пĕтĕм чăвашсен «Асам» кинофестивальне йĕркелеме пуçланăранпа республикăра ÿкерекен фильмсен пахалăхĕ лайăхланнине тĕп хаклавçăсем — куракансем — асăрхарĕç. «Чăвашкино» студийĕ вăй илсе пыни куç кĕрет.

Сывлăх хуралĕнче тăрăшакансене нумай чухне кăмăлсăр аса илетпĕр: е, талон çуккипе тухтăр патне лекме йывăр, е больница коридорĕнче черет вăрăм, е шурă халатли чирлĕ çынна кăнттам калаçнăн туйăнать, е эмелне чи хаклине çырса парать… Çавăнпа та чир шала кайиччен тухтăрпа тĕл пулма сĕнекен канаша сахалăшĕ пăхăнать. Профилактика çинчен вара каламăп та. Авăнса ансан, хуçăлма тăрсан кăна больница енне çул тытатпăр. Çÿлерех асăннă ыйтусене пĕр кунра татса пама май çукки никамшăн та вăрттăнлăх мар. Кадр ыйтăвĕ те çивĕч, яллă вырăнта — пушшех те.