Archive - 13 Чÿк, 2017

13 Чÿк, 2017

«Шупашкар чи юратнă хулана çаврăнчĕ»

Унăн ачалăхĕ Амур шывĕ хĕрринчи Хабаровскра иртнĕ, çунатлă çамрăклăхĕ — Мускавра тата унăн хутлăхĕнче. Чăваш Ене вара шăпа çур ĕмĕр каялла çавăрса çитернĕ. Мускава шурă Шупашкарпа «улăштарнăшăн» 80 çула çитнĕ Альвина Миронова пĕртте ÿкĕнмест халĕ.

13 Чÿк, 2017

Сĕт пахалăхĕ иккĕлентерет

Сутлăхри апат-çимĕç пахалăхĕ иккĕленÿ çуратать. Çавăнпах Раççей ял хуçалăх надзорĕн ĕçченĕсем хăрушсăрлăх мониторингне çулсерен ирттереççĕ. Хуçалăхсене, суту-илÿ вырăнĕсене тĕрĕсленĕ чухне чĕр тавар пахалăхне лабораторире тĕпчеççĕ. Кăçал 334 проба илсе аш-какай, сĕт тата вĕсен продукцине, çăмарта, пулă, выльăх-чĕрлĕх апатне тĕрĕслессине плана кĕртнĕ.

13 Чÿк, 2017

«Кашни медалĕ — çитĕнÿ палли»

Кăçал республикăра пуçласа иртнĕ «Абилимпикс» чемпионат çинчен эпир хаçатра çырса пĕлтернĕччĕ. Ăмăртăва хутшăннă 39 çыннăн професси ăсталăхĕн шайне экспертсен сумлă ушкăнĕ — вĕсем те тăватă теçеткене яхăнччĕ — пахаларĕ.

13 Чÿк, 2017

Апата лариччен шыв ĕçмелле

«Упăшка Мускава ĕçе вырнаçнăччĕ. Сахăр диабечĕпе аптăраканскер инсулина килте манса хăварнă. Кунта та сывă пурнăç йĕркине пăхăнман та унта пушшех сывлăхĕ çине алă сулнă ĕнтĕ вăл. Çавна май ĕç вырăнĕнчех аптăраса ÿкнĕскерне «Васкавлă пулăшу» машинипе больницăна леçнĕ. Мăшăрăм тăван тăрăха сывă таврăнасси иккĕленÿллĕччĕ. Юрать шурă халатлисем ăна вилĕм аллинчен турса илме хал çитернĕ. Кĕçĕн класра вĕренекен ачасем ашшĕ таврăннăшăн сиксех хĕпĕртерĕç», — каласа кăтартать пĕлĕшĕм.

13 Чÿк, 2017

Ăна курсан кун ăнăçлă иртет

Чăваш Енре «Халăх участковăйĕ — 2017» ята Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Татьяна Осокина тивĕçрĕ. Республикăра конкурса хутшăнакансемшĕн пурĕ —12 пин, уншăн 3900 çын сасăланă. Полици майорĕ шалти ĕçсен тытăмĕнче 2005 çултанпа вăй хурать.