Сĕт пахалăхĕ иккĕлентерет

Сутлăхри апат-çимĕç пахалăхĕ иккĕленÿ çуратать. Çавăнпах Раççей ял хуçалăх надзорĕн ĕçченĕсем хăрушсăрлăх мониторингне çулсерен ирттереççĕ. Хуçалăхсене, суту-илÿ вырăнĕсене тĕрĕсленĕ чухне чĕр тавар пахалăхне лабораторире тĕпчеççĕ. Кăçал 334 проба илсе аш-какай, сĕт тата вĕсен продукцине, çăмарта, пулă, выльăх-чĕрлĕх апатне тĕрĕслессине плана кĕртнĕ.

Урăх регион продукцийĕ те, республикăра пуçтарнă сĕт те иккĕленÿ çуратнă. Сăмахран, Тамбов облаçĕнчен кÿрсе килнĕ чăх какайĕнче нитрофурансем тата унăн метаболичĕсем пурри çиеле тухнă. Нитрофурансем микробпа кĕрешмелли препаратсем шутланаççĕ, вĕсемпе кайăк-кĕшĕк чирлесрен усă кураççĕ. Нитрофурансем ашра пурри – чăхха вăхăтран маларах пуснине çирĕплетекен паллă. Специалистсем каланă тăрăх, çакнашкал какая пĕрмаях çисен çыннăн пыршăлăх микрофлори пăсăлать, антибиотиксен витĕмĕ чакать, анеми аталанас хăрушлăх та пур.

Мускав облаçĕнчен килнĕ услам çăва вара ÿсен-тăранран тунипе хутăштарни палăрнă.

Сĕт пахалăхĕ те калаçтарать. Кăçал республикăра илнĕ 8 пробăра пыршăлăх “палочкисем” тупса палăртнă. Вĕсем нумай пулни вар- хырăм ĕçне пăсма, организма наркăмăшлантарма пултарать. Пĕчĕк ачасемшĕн, сывлăхĕ хавшак пулсан аслă çулти çынсемшĕн те уйрăмах хăрушă вĕсем.

Çакăн пек пĕр тĕслĕхе Улатăр районĕнчи хуçалăхра асăрханă. 7-шне Элĕк районĕнчи пĕр обществăра пухнă сĕтре тупнă. Кунта Етĕрне, Вăрнар, Элĕк, Красноармейски районĕсенчи ялсенчен пуçтарнă сĕте йышăнаççĕ. Тĕрĕслев ирттернĕ кун общество 5 усламçăран сĕт туяннă. Анчах та сĕт хăрушсăр пулнине çирĕплетекен ветеринари докуменчĕсем пĕрин кăна пулнă. Ытти пробăсене усламçăсен сĕт турттаракан автоцистернисенчен илнĕ.

Халăхран пухакан сĕт пахалăхне тĕпчес ĕç малалла пырать. Малалла вулас...

 

Надежда Васильева.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.