- Чăвашла верси
- Русская версия
«Кашни медалĕ — çитĕнÿ палли»
Кăçал республикăра пуçласа иртнĕ «Абилимпикс» чемпионат çинчен эпир хаçатра çырса пĕлтернĕччĕ. Ăмăртăва хутшăннă 39 çыннăн професси ăсталăхĕн шайне экспертсен сумлă ушкăнĕ — вĕсем те тăватă теçеткене яхăнччĕ — пахаларĕ. Аса илтеретпĕр, тĕрлĕ компетенципе пыракан конкурса инвалидсене хавхалантарас тĕллевпе ирттереççĕ.
Республикăри тапхăрта çĕнтернисем халĕ хĕрсех Раççей анлăшĕнчи чемпионата кайма хатĕрленеççĕ. Вăл Мускавра раштав уйăхĕн пуçламăшĕнче иртмелле.
Çĕнтерме спорт хăнăхтарнă
Компетенцисенчен пĕри — «Повар ĕçĕ». Республикăра ку ушкăнри пилĕк конкурсант хушшинче Георгий Тихонов палăрчĕ. Ăсталăхĕпе унран çÿлерех шая çĕкленекен пулмарĕ. Георгипе пĕлтерĕшлĕ ăмăрту умĕн тĕл пултăмăр.
— Шупашкар районĕнчи Янăш ялĕнче çуралнă, эпĕ пĕчĕк чухнех пирĕн çемье Шупашкара куçса килнĕ, — вун тăххăрти каччă ачалăха таврăнчĕ. — Тĕп хулари коррекци 3-мĕш шкулĕнче вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн нумай шухăшласа тăмарăм — повара вĕренме каяс терĕм.
Жора /тус-пĕлĕшĕ, тăванĕсем ăна çапла чĕнме хăнăхнă/ апат-çимĕç хатĕрлеме пĕчĕкренех кăмăлланă. Вĕçне çитиех хăй янтăламасан та кухньăра аппаланакан çывăх çыннисене хаваспах пулăшнă. «Повар пулмăн-и-ха ĕнтĕ эсĕ?» — сисĕмлĕ амăшĕ шÿтлесерех каланине халĕ йăл кулса аса илет пулас профессине чунпа суйланă йĕкĕт.
Александра Поликарповнăпа Алексей Афанасьевичăн йышлă çемйинче — виçĕ ача. Жора — асли, Даша унран тăватă çул кĕçĕнрех, Саша хальлĕхе тăваттăра кăна-ха. Кашниех хăйĕн ÿсĕмне кура пултарулăхпа палăрни — ачисемшĕн чунне пама хатĕр ашшĕпе амăшĕшĕн чăннипех темрен хаклă.
— Георгий сывлăхĕшĕн пăшăрханнă май ывăлăмăр пĕчĕк чухне: «Мĕнле те пулин çын тăвасчĕ», — тесе шухăшлаттăмăр ашшĕпе иксĕмĕр те. Шкула кайнă вăхăтра йывăррăн кăна калаçатчĕ. Ăс-тăнне, кĕлеткине аталантарас тесе тĕрлĕ занятие явăçтараттăмăр. Пĕр класри тусĕсен ашшĕ-амăшĕпе канашланă хыççăн çăмăл атлетика секцине çырăнтартăмăр. Тренировкăна класри ултă ачана темиçе çул илсе çÿрерĕм. Светлана Морозова тренер ачасене çине тăрса спортпа туслаштарчĕ. Тĕрлĕ ăмăртăва тухса çÿреме пуçларĕç. Саранск, Аçтăрхан, Мускав... — Раççейри чылай хутлăхра пулса ачасен тавра курăмĕ те аталанчĕ. Ăмăртусенчен илсе килнĕ медальсем пирĕн шанăç тÿрре тухнине палăртакан паллăсем, çитĕнÿ паллисем пулчĕç. Халĕ акă кăçал — тата урăхла ăмăрту, тен, тата та пĕлтерĕшлĕрех çĕнтерÿ. Паллах, хĕпĕртетпĕр Жорăшăн, — чунне уçрĕ Георгий амăшĕ.
Чи хакли — çемье
Професси ăсталăхĕн ăмăртăвĕнче мала тухнине Георгий хăй те çапларах ăнлантарать: шăпах çăмăл атлетикăпа туслашса шалти пăлханăва путарма, çĕнтермешкĕн ăнтăлма хăнăхса пынин витĕмĕ пысăк.
— Тĕрлĕ ăмăртура пулма тÿр килнĕ пулин те «Абилимпиксра» хумхантăм, епле те пулин намăс курас марччĕ терĕм. Чăн та, виçĕ сехете тăсăлнă тупăшу хăвăрт вĕçсе иртнĕ пек туйăнчĕ. Чемпионат умĕн Анастасия Старостинăпа Екатерина Борцова преподавательсем мана лайăх хатĕрлентерессишĕн тăрăшрĕç. Халĕччен те вĕсем тĕрлĕ ăмăртăва эксперт пулса хутшăннă та — хаклавра шута илекен кашни саманта тимлĕ вĕрентсе пычĕç, — нумаях пулмасть иртнĕ чемпионата аса илчĕ Георгий.
Вăл унта хутшăнасса пĕлсен пĕрле в ĕ р е н е к е н т а н т ă ш ĕ с е м ă м с а н н ă . Тĕрĕссипе, пĕрремĕш курсри студентсен хальлĕхе тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрлевĕн практики пуçланман та темелле. Жорăпа кухньăра темиçе хутчен те хăйне ятăн заняти ирттернĕ-çке — епле ăмсанмăн? Малалла вулас...
Комментари хушас