Archive - 17 Чÿк, 2017

17 Чÿк, 2017

Бомбăсем ÿксен те...

Асăннă ярăмра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем пирки чылай çыртăмăр. Вĕсенчен нумайăшĕ фронтрине аса илме, вăрçă вут-çулăмĕ, йывăрлăхсем çинчен каласа пама юратман-мĕн.

17 Чÿк, 2017

ЧПУра биофизика кафедрине уçасшăн

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ăсчахсен канашĕн залĕнчи «çавра сĕтел» хушшине пухăннă студентсемпе преподавательсем унăн кашни сăмахне ăша хывма тăрăшрĕç. Республика кунне халалланă савăнăçлă мероприятисене хутшăнмашкăн Шупашкара мăшăрĕпе Галина Алексеевна доцентпа килнĕ РАН академикĕ, СССР Патшалăх премийĕн лауреачĕ, РФ ăслăлăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, биологи наукисен докторĕ Юрий Андреевич Владимиров. Аслă шкулта вĕренекен медиксемпе тата химиксемпе курнăçмашкăн тĕв туни сăлтавсăр мар…

17 Чÿк, 2017

Патăрьел районĕнче ял хуçалăх ĕçченĕсене чысларĕç

Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне Патăрьел районĕнче пурăнакансем питĕ сумлăн паллă турĕç. Ку уява вĕсем пысăк çитĕнÿсемпе кĕтсе илчĕç. Унсăр пуçне Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн çав кун районта çĕнĕ 3 объект уçăлнипе те асра юлчĕ.