Комментари хушас

17 Чÿк, 2017

Утăм хыççăн утăм

Елчĕк район центрне пĕрремĕш хут çитсе курнă çыншăн тĕлĕнмелли нумай кунта. Тахçан малтан кĕрпе çу вăхăтĕнче çăрăлса тухма çук пылчăк хуçаланнă вырăнта паян хăнасем валли экскурси ирттерме май пур. Ара, кунта мĕн кăна çук: часавай, таса çăл куç, юрату сакки… Çак кунсенче тата арман ÿссе ларчĕ. Вăл çеç-и, унта çăнăх авăртма утакан хресченĕ те пур. Çакскере ял çыннине, ылтăн тырă çитĕнтерекен çынна, халалласа уçнă. Района йĕркелесе янăранпа 90 çул çитрĕ. Çак тапхăр Елчĕк ен хутлăхĕн тата унта пурăнакансен кун-çулĕнче тарăн йĕр хăварнă. Вăл тĕрлĕ самантпа асра юлнă: колхозсем чăмăртаннă, ялсенче клуб е культура çурчĕ, лавкка е шкул уçăлнă, ача сачĕ ĕçлеме пуçланă. Йывăрлăхсемсĕр те пулман, Тăван çĕршыва ирсĕр тăшман тапăнсан районти арçынсен пысăк пайĕ 7142 ентеш фронта тухса кайнă, çаксенчен 3427-шĕ каялла таврăнайман. Ялти ĕç вара хĕрарăмсемпе ачасем çине тиеннĕ. Аслă Çĕнтерÿ савăнăçĕ мĕне тăнă тата… Тем çинчен те аса илмелли, каласа кăтартмалли пур паян Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн Николай Миллинăн пирĕн вулакансене.

— Николай Петрович, 90 çул хушшинче район çыннисем вăрăм, йывăр та мухтавлă çул утса тухнă. Çак пысăк уяв Елчĕк тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн паян чăннипех пĕлтерĕшлĕ-и?

— Юбилей кунта çуралса ÿснĕ, паян пурăнакансене, район аталанăвĕшĕн тăрăшакансене пурне те пĕрлештерет. Тăван район ÿсĕмĕшĕн, аталанăвĕшĕн хăй тÿпине хывнă çынсемшĕн вăл уйрăмах хаклă, пĕлтерĕшлĕ. Хамăрăн пĕчĕк тăван çĕршыва чунтан юратни, мухтавлă ентешсен паттăрлăхĕпе мăнаçланни, Елчĕк енĕн паллă ывăл-хĕрĕ тунă çитĕнÿсемпе çĕнтерÿсемшĕн тивĕçлипе савăнни чăн-чăн патриот чĕрисенче нихăçан та сÿнмĕ.

Елчĕк çĕрĕ Совет Союзĕн виçĕ паттăрĕпе тивĕçлипе мухтанать, район ĕçчен те пултаруллă ĕçченсемпе пуян. Социализм Ĕçĕн Геройĕсем те районтан тăххăрăн тухнă.

Паян та район экономики, ял хуçалăхĕ, промышленноç, капиталлă строительство, социаллă инфратытăм пĕр тикĕссĕн аталанаççĕ. Елчĕк çĕрĕн тĕп пуянлăхĕ вăл — пултаруллă та тăрăшуллă çынсем. Вĕсем ял хуçалăхĕнче, вĕрентÿпе сывлăх сыхлавĕнче, культурăра тата ытти тытăмра вăй хураççĕ.

— Елчĕк тăрăхĕ — ял хуçалăх районĕ, çавăнпа та агропромышленноç отраслĕ çине тимлĕх уйăрни куç умĕнчех. Тĕрĕсех-и?

— Ял хуçалăх отраслĕнче ырă улшăнусем пулса иртрĕç: çĕнĕ обьектсем хута кайрĕç, автопарк çĕнĕ йышши техникăпа пуянланчĕ, юлашки вунă çулта кăна вăл 90 процент çĕнелчĕ. Паян районта усă курман, пушă выртакан пĕр лаптăк çĕр те çук. Акăнакан лаптăксем 40 пин гектартан иртрĕç, çав шутран пĕрчĕллĕ культурăсем — 22 пин гектар. Ял çыннисем юбилей çулĕнче нихçанхинчен пысăк çитĕнÿ турĕç: 64 пин тонна ытла тĕш тырă пухса илчĕç. Кашни гектартан тухакан вăтам тухăç 30,5 центнерпа танлашрĕ.

— Ял хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетни, сĕт суса, аш-какай туса илни уйрăмах тупăшлă. Районта ку енĕпе лару-тăру мĕнлерех?

— Мăйракаллă шултра выльăх тытас енĕпе хуçалăхсен кăçалхи 9 уйăхри кăтартăвĕ иртнĕ çулхинчен пысăкрах. Ĕнесен шутне ÿстерес тĕлĕшпе «Эмметево», «Яманчурино», Ленин ячĕллĕ хуçалăхсем лайăх ĕçленĕ. Пăрусен шутне хушас енĕпе «Яманчуринăн», «Урожайăн», «Энтепен», ыттисен кăтартăвĕсем ÿснĕ. «Яманчурино» хуçалăх аш-какай иртнĕ çулхинчен 30 процент ытларах туса илнĕ, «Труд» — 22 процент, «Комбайн», «Рассвет» — 13 процент. Кăçалхи тăхăр уйăхра районти ял хуçалăх предприятийĕсем 128 миллион тенкĕ ытла таса тупăш илнĕ. Çав шутра «Победа», «Комбайн», «Прогресс», «Яманчурино» хуçалăхсен кăтартăвĕсем савăнтараççĕ.

— Николай Петрович, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне яракан Çырăвĕсенче кашнинчех вырăнта инвестици проекчĕсене ĕçлеттерсе ямаллине аса илтерет. Ку енĕпе Елчĕксем кăçал мĕн тума пултарчĕç?

— Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ обьектсене çĕнетес, юсас, реконструкцилес е пачах çĕннине хута ярас тĕлĕшпе пирĕн районăн мухтанмалли çук мар. Сăмахран, «Яманчурино» ООО /директорĕ Владимир Рахмуллин/ тырă тасатмалли тата типĕтмелли комплекса тĕпрен реконструкциленĕ, «Комбайнра» /председателĕ Гурий Федоров/ ĕне витине тĕпрен юсанă, «Победăра» /директорĕ Николай Головин/ ĕне пăрулаттармалли уйрăм туса пĕтернĕ, «Эмметевăра» /директорĕ Юрий Лапшин/ 200 ĕне вырнаçмалăх ĕне витине çĕнетнĕ. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.