ЧПУра биофизика кафедрине уçасшăн
И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ăсчахсен канашĕн залĕнчи «çавра сĕтел» хушшине пухăннă студентсемпе преподавательсем унăн кашни сăмахне ăша хывма тăрăшрĕç. Республика кунне халалланă савăнăçлă мероприятисене хутшăнмашкăн Шупашкара мăшăрĕпе Галина Алексеевна доцентпа килнĕ РАН академикĕ, СССР Патшалăх премийĕн лауреачĕ, РФ ăслăлăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, биологи наукисен докторĕ Юрий Андреевич Владимиров. Аслă шкулта вĕренекен медиксемпе тата химиксемпе курнăçмашкăн тĕв туни сăлтавсăр мар…
Йăх тымарĕ Ямашпа çыхăннă
«Йăх тымарĕ Канаш районĕнчи Ямашран манăн. Атте çав ялта çуралнă. Эпĕ çут тĕнчене чăваш тата вырăс çĕрĕсене çыхăнтаракан чукун çул çинчи пуйăс вакунĕнче килнĕ,— терĕ вăл кун-çулĕпе паллаштарнă май. — Рязань тăрăхĕнчи хресчен çемйинче çитĕннĕ 19 çулти вырăс хĕрĕ, чăваш каччипе çемье çавăрнăскер тата пукрав тĕлнелле «çĕнĕ кайăк» /паллах, мана ĕнтĕ/ кĕтекенскер, амăшĕпе пĕрле мăшăрĕн çывăх тăванĕсемпе паллашмашкăн Канаш тăрăхне çитсе килмешкĕн тĕв тунă. Хапăлласа кĕтсе илнĕ вĕсене хунямăшĕпе хуняшшĕ. Майра кинпе тăхлачи — вырăсла, Ямашсем чăвашла пупленине пăхмасăр, пĕр-пĕрне çăмăллăнах ăнланма пултарнă икĕ халăх çынни. Туслă йышра хăтлă-ха, çапах килнĕ хăнан кайма пĕлни лайăхрах тенĕ евĕр, кил çинчен те манмалла маррине асра тытса Мускава таврăнма васканă ача кĕтекен çамрăк хĕрарăмпа амăшĕ». <...>
…Пуçламăш шкула тин çÿреме тытăннине пăхмасăр, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин малтанхи кунĕсем уншăн, 76 çул иртсен те, куç умĕнчен каймаççĕ: хула тулашĕнче пурăннăскерсем, тĕнчене кисретнĕ ахăр самана пуçланни çинчен хăрушă хыпар илтсен, пур-çук япалине пуçтарса грузовик кузовне ларнă та Мускаври хваттерне васканă. Каç пулттипе тăшман самолечĕсем çуртсем çийĕн вĕçсе иртнĕ май чул пек персе анакан бомбăсем тăкма пикеннĕ. Вăрçă пуçлансанах тĕп хулана сывлăшран тапăннинчен хÿтĕлекен дирижабльсем пулман вĕт.
Мускаври пурнăç йывăрланса пынине туйнă ашшĕ пĕчĕк ывăлне Чăваш хутлăхĕнчи тăванĕсем патне ăсатнă. Çуллахи каникул кунĕсене мăнукĕ асламăшĕпе Евдокийăпа тата аслашшĕпе Владимирпа пĕрле ирттернĕ, майĕпен ял пурнăçне хăнăхса пынă. Пĕррехинче çуралнă кун ячĕпе вĕсем ăна пĕр тенкĕ парнеленĕ те хăйне килĕшекен япала илме сĕннĕ. Лешĕ нумай шухăшласа тăман, кÿршĕсен йыттин виçĕ çуринчен пĕрне, йăлттаммине, чĕрĕреххине, йăтса килнĕ. <...>
Çулталăкран Юрий Ямаша çаврăнса çитнĕ. «Шалтăртатса кусакан урапа турти хушшинче юртса пыракан лаша умне сасартăк пысăк йытă чупса тухрĕ, кĕç-вĕç туртса çурасла хаяррăн вĕрме пуçларĕ. Тепĕр самантран çакскер кăра кăмăлне улăштарчĕ, сассине çемçетрĕ, нăйкăша-нăйкăша, хÿрине пăлтăртаттарса урапа çине сиксе ларчĕ те ман çума сĕртĕне-сĕртĕне ачашланма, çуланма тытăнчĕ. Тăватă ураллă тусăма эпĕ самантлăха та манман-ха, вăл кăпăшка та пĕчĕк çăмхаран чăн-чăн Барбоскăна çаврăнасса ĕмĕтленме те пултарайман, — терĕ Юрий Андреевич иртнине ăшшăн аса илсе. <...> Халĕ те авă пĕтĕм ĕçе пăрахса икĕ кунлăха кăна килме пултартăм. Тĕрĕссипе, тăвансемпе çыхăну йĕркелемешкĕн ентешĕм, Ямашра çуралса ÿснĕ, халĕ Мускавра ĕçлесе пурăнакан медицина службин полковникĕ Владимир Иванович Стеклов пулăшрĕ»… <...>
Ашшĕн тĕслĕхĕ хавхалантарнă
«Атте йышлă çемьере çуралса ÿснĕ. Ултă пĕртăван пулнă вĕсем. Вырăнти чиркÿ пупĕ патĕнче выльăх тирпейлекенре ĕçленĕ Владимир асатте вĕсене выçă лартман, ÿпки-пĕверне киле илсе пынă. Икĕ ывăлĕнчен пĕрне вĕрентсе çын тăвас ĕмĕтпе пурăннă вăл. Атте пултаруллăрах пулнă ахăр. Ăна чиркÿпе прихут шкулне янă. Октябрьти революцие Андрей Владимирович хастар хутшăннă», — калаçăва тăснă май пĕлтерчĕ профессор. <...>
Медицина биофизикăсăр аталанаймĕ
Кандидат диссертацине те биофизикăна халалланă, медицинăн çĕнĕ отраслĕпе — биологи мембранисене тĕпчессипе — ĕçлеме пикеннĕ. Сăмах май, Шупашкара çитсен Юрий Владимиров чи малтан ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕпе Владимир Викторовпа, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ ректорĕпе Андрей Александровпа, унăн ăслăлăх енĕпе ĕçлекен заместителĕпе Евгений Кадышевпа тата медицина факультечĕн деканĕпе Валентина Деомидовăпа тĕл пулса икĕ аслă шкул хушшинчи çыхăнусене çирĕплетессине тата Чăваш Енре медицина биофизикин кафедрине уçассине пырса тивекен ыйтусене сÿтсе явнă.
Юрий Андреевич хальхи вăхăтра пĕтĕмĕшле тата медицина биофизикине Н.И.Пирогов ячĕллĕ РНИМУн медицинăпа биологи факультетĕнче вĕрентнипе пĕрлех М.В.Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университечĕн фундаментлă медицина факультечĕн асăннă ăслайпа çыхăннă кафедрине ертсе пырать. Профессор çирĕплетнĕ тăрăх, паянхи медицинăна биофизикăна тĕпе хумасăр аталантармашкăн май килмест: çĕнĕ йышши сиплев учрежденийĕсене чир-чĕре çийĕнчех тупса палăртмашкăн пулăшакан хальхи кăткăс оборудованипе пуянлатнă май тухтăрсен вĕсемпе чăрмавсăр ĕçлеме пултармалла, апла тăк, биофизикăна ăса хывмалла.
И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра биофизика кафедрине уçсан Шупашкара хальхи пек икĕ кунлăха кăна мар, аслă шкул студенчĕсем валли лекцисем вуламашкăн икĕ çуллăха та килме хатĕррине пĕлтерчĕ тата Мускаври ятлă-сумлă профессорсене йыхравламашкăн шантарчĕ Юрий Андреевич. Тулли верси...