Уйра хăватлă техника йывăррăн кĕрлет. Çанталăк уяртнă пулин те лаптăкра çав-çавах йĕпе, путать. «Кунта çулла та йĕркеллĕ типмест. Пирĕн тăрăхра çĕр чаплах мар. Çумăр çусан анана кĕреймĕн, хĕвел пăхсан чул пек хытать», — ăнлантарчĕ Йĕпреç районĕнчи Пучинкери Валерий Антонов трактор çинчен аннă май.
Елчĕк тăрăхĕнчи Яманчÿрелсен тăмĕ чаплă пулни пирки нумайăшĕ илтнех-тĕр. Анчах кунта хăй вăхăтĕнче тăм савăт кăларакан цех ĕçлени пирки чылайăшĕ пĕлмест те пуль. Иртнĕ ĕмĕрĕн