«Пĕр кăмакана 200 савăт вырнаçатчĕ»

22 Чÿк, 2017

Елчĕк тăрăхĕнчи Яманчÿрелсен тăмĕ чаплă пулни пирки нумайăшĕ илтнех-тĕр. Анчах кунта хăй вăхăтĕнче тăм савăт кăларакан цех ĕçлени пирки чылайăшĕ пĕлмест те пуль. Иртнĕ ĕмĕрĕн

60-80-мĕш çулĕсенче тăм савăтсем ăсталакансем хăйсен ĕçĕпе таврара ырă ят çĕнсе илнĕ.

«Пирĕн тăрăхри тăм /тĕттĕм хĕрлĕ тĕслĕ вăл/ паха та çуллă пулнăран савăт-сапа ăсталама юрăхлă. Хăйăр пачах та хушмалла мар. Çĕр айĕнчен кĕреçепе чавса кăлараттăмăрччĕ ăна. Артелĕн пĕрремĕш маçтăрĕ Тутарстанри Пăва районĕн вырăсĕ Степан Тужилкин пулнă. Вăл Яманчÿрелсене савăт-сапа ăсталама вĕрентнĕ. Ун хыççăн маçтăра ялти чаплă кăмакаçăна, манăн аттене Иван Ивановича шаннă», — çапла пуçларĕ калаçăва тăм савăтсем кăларакан цехра аслă маçтăрта ĕçленĕ Николай Ильин. Иван Ильин 1964 çулта пурнăçран уйрăлса кайнă. Ун чухне Николай Иванович Киров облаçне ĕçлеме кайнă пулнă. Ашшĕне пытарма килнĕскере Елчĕкрисем аслă маçтăрăн ĕçне йышăнтарттараççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.