- Чăвашла верси
- Русская версия
Тăван тăваллах туртать
Этем кун-çулĕ çемьерен пуçланать, хăйне çут тĕнче парнеленĕ çывăх çыннисен çуначĕ айĕнче тĕрекленсе вăй илет вăл, аслисен ырă йăли-йĕркине ăса хывса халăха юрăхлă çитĕнет. Çемье — юратупа шанчăклăх çăл куçĕ, йăх тăсăмĕ. Тĕрĕссипе, пире пурне те тăванлăх çыхăнтарса-пĕрлештерсе тăрать. Паянхи кăларăмра вулакансене ятлă та сумлă çемьепе, Шупашкарта пурăнакан Крыловсемпе, паллаштаратпăр.
Çÿпçипе хупăлчи
Рена Ивановнăпа Михаил Алексеевича Турă пĕрлех пулма пÿрнĕ çав, ахальтен мар-тăр вĕсем çут тĕнчене шăп та лăп пĕр кунра, 1954 çулхи кăрлачăн 4-мĕшĕнче, килнĕ. Чăн та, пĕри — Шетмĕпе Çавал тăрăхĕнче,тепри — Улатăр районĕнче.
Комментари хушас