Уйра хăватлă техника йывăррăн кĕрлет. Çанталăк уяртнă пулин те лаптăкра çав-çавах йĕпе, путать. «Кунта çулла та йĕркеллĕ типмест. Пирĕн тăрăхра çĕр чаплах мар. Çумăр çусан анана кĕреймĕн, хĕвел пăхсан чул пек хытать», — ăнлантарчĕ Йĕпреç районĕнчи Пучинкери Валерий Антонов трактор çинчен аннă май.