Archive - 22 Чÿк, 2017 - Хресчен сасси

Date
Type

22 Чÿк, 2017

Чун-чĕре уй-хире туртать

Уйра хăватлă техника йывăррăн кĕрлет. Çанталăк уяртнă пулин те лаптăкра çав-çавах йĕпе, путать. «Кунта çулла та йĕркеллĕ типмест. Пирĕн тăрăхра çĕр чаплах мар. Çумăр çусан анана кĕреймĕн, хĕвел пăхсан чул пек хытать», — ăнлантарчĕ Йĕпреç районĕнчи Пучинкери Валерий Антонов трактор çинчен аннă май.