- Чăвашла верси
- Русская версия
Ăна курсан кун ăнăçлă иртет
Чăваш Енре «Халăх участковăйĕ — 2017» ята Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Татьяна Осокина тивĕçрĕ. Республикăра конкурса хутшăнакансемшĕн пурĕ —12 пин, уншăн 3900 çын сасăланă. Полици майорĕ шалти ĕçсен тытăмĕнче 2005 çултанпа вăй хурать. 2007 çултанпа вăл — участок уполномоченнăйĕ.
Татьяна Осокина — полици ĕçченĕсен династийĕнчен. Унăн кукашшĕ Александр Осокин Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн шалти ĕçсен халăх комиссариатĕнче вăй хунă. Мăшăрĕпе Августа Васильевнăпа иккĕшĕ 5 ача çуратса ÿстернĕ. Вĕсенчен 4-шĕ полици ĕçченĕн çулне суйласа илнĕ. Асли Святослав полици подполковникне çитнĕ, вăл — педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ. Хĕрĕ Клара тивĕçлĕ канăва тухиччен ЧР ШĔМ министерствинче участок уполномоченнăйĕсен пайĕнче тăрăшнă. Геннадий — полици подполковникĕ, спорт мастерĕн кандидачĕ.
Халăх участковăйĕ, паллах, ашшĕ-амăшĕнчен те тĕслĕх илет, вĕсенчен вĕренсе пырать. Унăн ашшĕ Георгий Дмитриев ÇÇПХИ тытăмĕнче 29 çул ĕçленĕ. Йĕкĕреш хăраххи Николай та патшалăх автоинспекцийĕнче вăй хунă. Пĕрешкел сăнлăскерсене водительсем пĕрмай пăтраштарнă. Амăшĕ Любовь Александровна Çĕнĕ Шупашкарти çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторта чылай çул тăрăшнă.
Татьяна Георгиевнăпа кирек мĕнле ыйтăва сÿтсе явма пулать. Вăл музыкăпа та, ÿсен- тăран тĕнчипе те, медицинăпа та интересленет. «Ĕçтешсен пÿлĕмĕнчи чечеке пĕр савăтран теприне куçарса лартни киленÿ кăна кÿрет мана. Е кам та пулин канаш ыйтать-и — хаваспах пулăшатăп. «Сана курсан кун ăнăçлă иртет», — теççĕ юлташсемпе пĕлĕшсем. Тунсăхласа çÿреме хăнăхман — манăн пит çинче яланах йăл кулă вылять», — ăнлантарать çаврăнăçуллăскер. Паллах, хăйĕн çулне тупнă, ĕçĕпе кăмăллă çын кăна çакнашкал калама пултарать.
Татьяна Осокина Хуракасси тата Урхас Кушкă ял тăрăхĕсенчи йĕркене сыхлать. Кăçал çынсен 375 çăхавĕпе ыйтăвне пăхса тухнă, йĕркене пăснăшăн 85 протокол çырнă вăл. Ĕçтешĕсемпе пĕрле 13 преступление уçса панă.
Ăна талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче чĕнсе илнине мăшăрĕпе ачисем хăнăхнă ĕнтĕ. Сăмахран, киле вăхăтра таврăнман çамрăка е кăмпара çухалнă çынна участковăйăн çийĕнчех шырама пуçламалла. Хăш-пĕр чухне çемьери тавлашăва та унсăр пусарма май çук. Тахçан юратса пĕрлешнĕ, халĕ пĕр-пĕрне хисеплеме пăрахнă çынсемпе пурнăç илемĕ тавра сăмах пуçарать Татьяна Георгиевна. Мăшăрсенчен хăшĕ те пулин каланине ăша хывса лайăх енне улшăнни нимрен пĕлтерĕшлĕрех.
Пулăшакана килĕнчен хăваламĕ
Участковăй пурне те пулăшма хатĕррине тĕслĕхсемпе çирĕплетсе хăварас килет. Пĕррехинче ăна çĕр улми тата велосипед вăррине тытма янă. «Мĕн туса çÿретĕн кунта?» — пĕр подъездра ÿсĕр хĕрарăм кăмăлсăр кĕтсе илнĕ ăна. Çынсемпе пĕр чĕлхе тупма вĕренсе çитнĕскер, паллах, çапкаланчăк çав çынна та хăйĕн майлă çавăрнă. Эрех авăрне путнăскер çĕр улми миххисем йăтнă çынсене асăрханă иккен, çакă вăрăсене хăвăртах тытса чарма май панă. Каçхине çав хĕрарăма тав туса çăкăр туянма укçа парса хăварнă полици ĕçченĕ. Ют çын патĕнче хÿтлĕх тупнăскерпе çыхăну йĕркеленĕ вăл: ĕç хыççăн кĕрсе çÿренĕ, çи-пуç, апат-çимĕç леçсе панă, çĕр улми пĕçерсе хăварнă. Паллашнăранпа çулталăк та иртнĕ пулĕ. Çапах хĕрарăм хăйĕн пурнăç йĕркине улăштарайман. «Манăн укçапа эрех туянатăн. Ĕçме чарăнмастăн тăк — килсе çÿреме пăрахатăп», — çирĕп каланă пĕррехинче Татьяна Георгиевна. Йĕрке хуралçи кĕрсе тухман вăхăтра çав хĕрарăм вырăнпах выртма пуçланă. Ун айĕнче хуртсем йăшăлтатнă. Начарланса çитнĕскерне реанимациех вырнаçтарма тивнĕ. Никамăн та çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлса каяс килмест пуль çав. Больницăран сипленсе тухсан хайхискер ĕçме пăрахнă. «Акă хăвна алла илнĕренпе 4 уйăх çитрĕ. Маттур!» — хавхалантарсах тăнă ăна Татьяна Осокина. Вăй илтĕр тесе хĕрарăма тутлă çитернĕ, курăк шывĕ вĕретсе ĕçтернĕ. Паспорт, çунса кайнă çурт вырăнне пÿлĕм илме пулăшнă ăна. Йĕрке хуралçи çине тăнипех пенси илме пуçланă çав хĕрарăм. Çакăн хыççăн унăн тăванĕсем тупăннă. Халĕ вĕсем ун патĕнче тăтăш хăналанаççĕ.
«Мĕн тума пулăшнă ăна? Унран мĕн кирлĕ пулнă сана?» — тĕпчеме тытăннă хĕрарăмăн çывăх çыннисем. «Нимĕн те», — кĕскен хуравланă йĕрке хуралçи. «Эпĕ сире хăваласа яма пултаратăп, анчах йывăр вăхăтра пулăшакана — нихăçан та кÿрентерес çук», — хута кĕнĕ пÿлĕм хуçи.
Канфетпа хăналать
«Çынсем чунран хĕпĕртени вăйлатать, хăпартлантарать мана. Сăмахран, эпĕ япăх тумланакансене шеллетĕп. Хамăн тата çывăх çынсен япалисене валеçессине йăлана кĕртнĕ. Машинăри çи-пуçа кирек кама парса хăварма пултаратăп. Çири курткăна кăçал тăхăнăп та çитес çул ăна пĕр-пĕр çамрăка кăмăлтанах парнелĕп», — калаçăва тăсать «Халăх участковăйĕ».
Пĕррехинче ĕçтешĕпе урăх участока кайнă вăл. Полици ĕçченĕсем çити-çитми пурăнакан çемьене кĕнĕ. «Мĕн çинĕ эсĕ паян?» — 7 çулти хĕрачаран ыйтнă йĕрке хуралçисем. «Яшка», — хуравланă лешĕ хăюсăррăн. Ĕнер те, малтанхи кун та çав апатах антарса панă ăна. Начар пурăннине ăнланакан хĕрача çемйинчен уйăрасран шикленсе амăшĕ çумне çыпçăннă.
Ç а в к у н у ч а с т к о в ă й с е м хĕрачана канфетпа хăналанă. Ăна амăшĕнчен туртса илме тĕллев тытманни çинчен каласан тинех лăпланнă пĕчĕкскер. «Ача-пăчаллă çемьесене кайма тĕллев тытсассăн сумкăна кĕрпе, улма-çырла кăна мар, канфет-пĕремĕк те чикетĕп. Тĕпренчĕксем пылак çимĕçшĕн питĕ савăнаççĕ», — тет Татьяна Георгиевна. Малалла вулас...
Комментари хушас