Иртнĕ эрнере Раççейре Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне паллă турĕç. Пĕр-пĕринпе тату, ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăракан нумай мăшăр çак кунсенче ырă сăмахсемпе ăшă саламсене кăна мар, патшалăх наградисене те тивĕçрĕ.
Çуркунне çитрĕ. Тавралăх майĕпенех юртан тасалса пырать. Тĕнче кĕç-вĕç хĕл ыйхинчен вăранĕ. Йывăç-курăк йăл илсе илемĕпе чуна килентерĕ, кайăк-кĕшĕк сасси чунра савăнăç вăратĕ.
Асăрхарăр-и, асăрхамарăр-и, анчах та сисмесĕрех кун вăрăмланма тытăнчĕ авă. Хĕлле вăл çерçи сăмси вăрăмăш кăначчĕ. Тĕттĕмре тухса каяттăмăр килтен, тĕттĕмрех таврăнаттăмăр. Халĕ акă сехет йĕпписем ĕç вăхăчĕ вĕçленнине кăтартма пуçланă тĕле те тавралăха каç чатăрĕ пачах хупласа лартмасть. Ку та тарама-ха, чи кирли, кĕçех хĕл йĕме пуçлĕ те çут çанталăк чĕрĕлме тапранĕ. Тĕрĕссипе, хĕл куçĕ кăçал типме те пĕлмерĕ тейĕн. Çурт тăрринчен тумла юхать, урамра кÿлленчĕк атă-пушмака «кăшлать». Хĕл сиввипе, тарăн кĕртпе киленме хăнăхнисен кăмăлĕ тулмарĕ, ахăртнех, кăçал.
Çул çитмен тапхăр — ача çитĕннĕ çын ÿсĕмне кĕме хатĕрленнĕ вăхăт. Кĕлетке аталаннă май физиологи улшăнăвĕсем пулса иртнисĕр пуçне кăмăл-талай, психологи тытăмĕ та расналанать. Ахальтен мар 13-14 çула çитнĕ пепкисен тĕлĕшпе тимлĕ пулмалли çинчен ашшĕ-амăшне шкулти психолог та аса илтерсех тăрать. Ача тыткаларăшĕ малтанхипе пĕр килменнине чăтса ирттерме пултарĕç-ха çывăх çыннисем, анчах çул çитмен çамрăк психикăна хастарлатакан япаласемпе тăруках çыхланас тăк... Аслă ÿсĕмрисем ăна çак усалран хăтармашкăн витĕм кÿме пултарĕç-и?
Çитес эрнере, раштав уйăхĕн 2-6-мĕшĕсенче, Пĕтĕм чăвашсен «Асам» кинофестивалĕ пуçланать. Ăна республикăра 4-мĕш хут йĕркелеççĕ. Чăваш кинофильмĕсене пуçласа ÿкерекенĕн Иоаким Максимов- Кошкинскин ĕçне тăсакансен йышĕ çуллен пысăкланса пыни мĕнешкел пархатарлă. Ят çĕнсе илнĕ тата çĕнĕ авторсен фильмĕсене тÿлевсĕр курма, хак пама май пурри кураканшăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.