Сăмах парăр-ха

15 Ака, 2017

Эпир пурăнакан вырăн таса-и?

Юр ирĕлсе пынăçемĕн пĕлтĕрхи йăх-яхран хăтăлса тавралăха сăн кĕртетпĕр. Ăçтан пуçтарăнать ун чухлĕ çÿп-çап? Транспорт чарăнăвĕ патĕнчен иртнĕ чухне, сăмахран, яланах пирус тĕпĕ куç тĕлне пулать. Купи-купипех выртать вăл. Мĕншĕн ура айнех пăрахса хăвараççĕ-ши ăна? Общество вырăнĕнче пирус туртма юраманнине те шута илесшĕн мар хăйсен сывлăхне хавшатакансем.

8 Ака, 2017

Пуçлăхсен... Пуçлăхран тĕслĕх илмелле

Вулакан каçартăр та, паян сăмахăма пуçлăхсем пирки хускатас килет. /Пирĕн, ахаль çынсен, çав кăна юлать ĕнтĕ.../ Чи малтанах, çынна, паллах шалу калаçтарать — ытла та уйрăлса тăрать вăл пĕрремĕшпе иккĕмĕшсен. Пурнăçĕ вара хаклансах пырать... Калаçмасăр епле чăтăн?

1 Ака, 2017

Çăкăр перекетлеççĕ... кайăксем

«Курак килет — юр каять» тенĕ ваттисем. Орнитологсем сăнанă тăрăх, кураксем республикăна уйăх каяллах вĕçсе килнĕ. Юрĕ, чăн та, тахçанах ирĕлме пуçларĕ-ха. Çанталăк та ăшă кунсемпе савăнтарма ĕлкĕрчĕ. Юлашки кунсенче çеç тем аташать. Тавралăха çутатса хĕвел йăл кулать кăна — унччен те пулмасть, кăвак пĕлĕт хупласа килет те кутсăр-пуçсăр çил тăман вĕçтерет. «Курак тăманĕ» тетчĕ вĕсене кукамай. Çавсем алхасаççĕ пулинех...

25 Пуш, 2017

Ача çурални — телей

Хĕрарăм çут тĕнчене йыш хушма килет. Çакна ачаранах ăнланса çитĕнет вăл. Анчах пĕве кĕрсен тĕрлĕ сăлтава пула çие юлманни — сисчĕвленмелли сăлтав. Пĕлтĕр çулталăк вĕçĕнче пирĕн республикăна Мускаври патшалăх медицинăпа стоматологи университечĕн диплом хыççăнхи вĕренÿ факультечĕн репродуктивлă медицинăпа хирурги кафедрин заведующийĕ Лейла Адамян хăйĕн ĕçтешĕсемпе килнĕччĕ.

18 Пуш, 2017

Матяр мар, маттур пулар

“Эсир хăвăрăн канашлусенче мĕнле чĕлхепе калаçатăр — чăвашлах-и е вырăсла-и?” — кăсăкланчĕ пĕррехинче пĕлĕшĕм. Малтанах нимĕн хуравлама аптрарăм. Ара, наци хаçат-журналĕнче ĕçлекенĕн те пулин тăван чĕлхепе калаçмалли икĕ хут иккĕ тăваттă пулнипе пĕрех аксиома-тăр... Çакна пĕлтерсен те пĕлĕшĕм парăнмарĕ-ха: “Кам пĕлет сире...” — мăкăртатрĕ сăмси айĕнче. Пире тĕлĕксене те чăвашла курма хушни пирки вара шарламарăм та...

Pages